Чипер Марине упăшкине: – Чунăм, хăвна хăçан та пулсан чăннипех телейлӗ туйнă-и эсӗ? – Аха. Иксӗмӗр паллашнă куна астăватăн-и? – Паллах. – Вăт, çав кунччен шăп та лăп эрне маларах эпӗ тем пысăкăш çăрттан тытнăччӗ пулла кайсан!
* * *
– Итле-ха, ывăлăм, хăçан «иккӳсене» тӳрлететӗн-ха эс? – ыйтать Чăнкă Мирун ывăлӗн дневникне уçкаласа пăхнă май.
– Пӗлетӗн-и, атте, тăрăшатăп-ха эпӗ, анчах та Мариванна журналне пӗр самантлăха та куçран вӗçертмест...
Нет комментариев