Хыҫра пыракан машина хуҫи те эсӗ йӗркене пӑснине фиксацилеме пултарать
ТР Патшалӑх автоинспекцийӗ социаллӑ сетьсем урлӑ ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ пилӗк водителе тупса штрафланӑ
Социаллӑ сетьсене тишкернӗ вӑхӑтра ТР Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗр аккаунтра йӗркене пӑсакан автомобильсен сӑнӳкерчӗкӗсене асӑрханӑ. Фото тата видео ҫинчи машинӑсен пилӗк хуҫине тупса палӑртма тата явап тыттарма пултарнӑ полицейскисем.
Йӗркене пӑсакан водительсенчен иккӗшӗ, хирӗҫлекен знаксем пуррине пӑхмасӑрах, сулахая пӑрӑннӑ, иккӗшӗ светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ чухне тапраннӑ, пӗри хирӗҫ пыракан транспорт ҫулӗ ҫине тухнӑ.
Республикӑри Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тимлекен патшалӑх инспекцийӗ сӳрӗк мар граждансене йӗркене пӑсакан водительсене явап тыттарма пулӑшнӑшӑн тав тӑвать. Ҫак тӗслӗх йӗркене пур ҫӗрте те пӑхӑнмаллине аса илтерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев