Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Ӳселӗнче ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентешсене чыс туса ăмăрту ирттерчӗç

Июлӗн 5-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳселӗнче çак ялта çуралса ӳснӗ, ятарлă çар операцийӗнче çӗршыв интересӗсене хӳтӗлесе пуç хунă Алексей Айдова, Вячеслав Нестерова тата Алексей Харитонова халалласа трейл-кросс иртнӗ. Паттăр ентешсен ячӗпе иртнӗ ăмăртăва пуçараканӗ тата йӗркелекенӗ Росгвардин Çырчалли хулинчи уйрăмӗнче службăра тăракан Павел Ваструков иккен.

Паллах, Павел Валериевичăн шухăшне ял-йыш та, район ертӳçисем те ырланă. Кивӗ Ӳселӗнче иртнӗ мероприятие ял-йышсăр пуçне Нурлат, Заинск, Çырчалли, Хусан хулисенчен, Самара облаçӗнчен килнӗ спортсменсем те, спортсмен маррисем те – пурӗ 97 çын – хутшăннă. Чупакансен 3, 7 тата 14 километр дистанцисене парăнтармалла. 

Трейл-кросс маршручӗ çăмăл пулман. Пӗр эрне чарăнмасăр тенӗ пек çумăр çунă хыççăн çулсем типсе те пӗтмен-ха. Виçӗ хутчен чăнкă сăрт çине хăпарса анма, металл пăрăхсем хунă çырма урлă каçма тивнӗ чупакансен. 

Дистанци тăршшӗпех Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗнчи «Движение Первых» юхăмăн волонтерӗсем тăнă, чупакансене мӗн кирлипе, тӗслӗхрен – шывпа, тивӗçтернӗ. Медицина ӗçченӗсем те ăмăртăва хутшăнакансене пулăшу пама хатӗрех тăнă. Дистанцие пурте чупса тухсан йӗркелӳçӗсем пӗтӗмлетӳ тунă хушăра спортсменсене шкул столовăйӗнче тутлă апатпа – ашпа пӗçернӗ хуратул пăттипе, пахча çимӗç салачӗпе, маринадланă кăмпапа, килте пӗçернӗ печенипе тата чейпе – сăйланă. 

Каласа хăвармалла, çак мероприятие хатӗрлесе ирттерес ӗçе пуçаруçисӗр пуçне Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Надежда Айдова, культура ӗçченӗсем, ачасемпе учительсем те хастар хутшăннă. Районтан Ӗçтăвком ертӳçин çумӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Алексей Тимирясов, Çар ветеранӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем Виталий Маркинпа Павел Крюков, спорт шкулӗн директорӗ Радик Канафин килнӗ. 

Ăмăртăва хутшăнакансене миçе çултине кура, арçынсемпе хӗрарăмсене уйрăммăн тӗрлӗ категорисенче 5 вырăн таран палăртнă. Надежда Айдовăпа Радик Канафин çӗнтерӳçӗсене Тав тата Мухтав хучӗсем, Павел Ваструков вара укçан преми парса хавхалантарнă. Палăртса хăвармалла, Аксу районӗнчи пӗрремӗш трейл-кроса çавăн пекех Игорь Павлов, Петр Гаврилов тата Петр Львов спонсор пулса пулăшнă. 

Мӗн хистенӗ-ха Павел Ваструкова çакнашкал мероприятие ирттерме?

– Хампа пӗр ялта çуралса ӳснӗ ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсен паттăрлăхӗ, – тенӗ ыйтăва хуравласа Тăван çӗршыв патриочӗ Павел Валериевич Аксу район хаçачӗн журналисчӗ Ирина Крюкова хăйне ыйту парсан. – Таврăнаймасса та пултарнине пӗлсе тăрсах унта кайма пурте пултараймаççӗ. Ман шухăшпа Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Надежда Айдова тӳрех килӗшрӗ. Укçа-тенкӗ енчен те йывăрлăхсем пулмарӗç – юлташсем, пӗрле вӗреннисем, ял-йыш хаваспах пулăшрӗç. Ӗмӗтӗм – хамăр ялта çуралса ӳснӗ паттăрсене чысласа мероприяти ирттересси – пурнăçланнăшăн чӗререн савăнатăп. 

А.Михайлов сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт Аксубаево Герои СВО ЗОЖ соревнования