Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Комбат халь хуçине Аксура кӗтет

Августăн 10-мӗшӗнче Аксури волонтерсен центрӗнче ăшă тӗлпулу иртрӗ. Фронтра çуралнă йытă çурине курма ачасем йышлăн пуçтарăннă.

​​Встреча с Комбатом. Фото Татьяны МаксимовойФронтра çуралнă, Аксу районӗн ачисем ят панă Комбат ятлă йытă çурин историне «Сувар» вулакансем питӗ аван пӗлеççӗ ӗнтӗ. Балу позывнойлă салтак ачасем валли конкурс йӗркелесе ирттерни пирки пуçласа пире Аксу районӗнӗнчи Саврăшпуç ялӗнчи волонтерсен ушкăнӗн ертӳçи Татьяна Максимова çырса пӗлтернӗччӗ. Унтан пирӗн журналист Ирина Кузьмина Балупа хăйӗнпе çыхăнчӗ, паттăр хӳтӗлевçӗ хăй çинчен те, пӗчӗк çăмламас тусӗ пирки те тӗплӗн каласа пачӗ.

Сăмах май, «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш полосара Комбат йытă çурин сăнӳкерчӗкӗпе тухнă номерӗ Тутарстанри чи лайăх хаçатсен топ-10 шутне лексе çӗнтерӳçӗ пулса тăчӗ. Балу çывăх вăхăтра йытă çурине килне – Аксура пурăнакан мăшăрӗ патне – ăсатасси пирки пӗлтернӗччӗ. Акă çак кунсенче Аксу районӗнчен савăнăçлă хыпар çитрӗ: Комбата салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ леçме кайнă волонтерсем чиперех илсе таврăннă. Тӗплӗнрех Татьяна Максимован статйине вуласа  паллашма сӗнетпӗр.

Редакци.

Балу. Комбат. Фото Р.Шауфус

Аксури волонтерсен центрне ку тунтикун ирхине йытă çури валли ят суйлама хутшăннисене кăна мар, СВОна хутшăнакансен ачисене те, «Мечта» социаллă приютăн воспитанникӗсене те чӗннӗччӗ. Палăртнă вăхăтра алăкран Балу позывнойлă ентешӗмӗрӗн мăшăрӗ Ирина чӗрчунсене йăтса çӳремелли контейнерпа килсе кӗчӗ. Ун ăшӗнче пурте çав тери кӗтнӗ çăмламас йытă çури ларать. Уçса кăларсанах вăл ачасен умӗпе хӳрине пăлтăртаттарса иртрӗ, кашнинех хăйне ачашлаттарчӗ. Акă вăл Комбат! Тинех, хăйӗн историйӗпе пурне те тыткăнланăскере, хамăр куçпа курма пултартăмăр. 

Галина Киселева волонтер Балу йытă çури пирки çырнă калава вуласа пачӗ. Ачасем питӗ тимлӗн итлесе ларчӗç. Волонтерсен ушкăнӗн ертӳçи Александр Убейкин вара паттăрлăх урокӗ ирттерчӗ: ачасене СВО зонинчен илсе килнӗ экспонатсене кăтартрӗ, вӗсем çинчен каласа пачӗ. Балуна çапăçу хирӗнче хăваланă дрона та курчӗç ачасем. Хӳтӗлевçӗсен пурнăçӗ мӗнле хăрушшине, вӗсене пулăшни, тӗрев пани питӗ те кирлине чунпа туйса илчӗç. 

Ăшă тӗлпулу калаçупа кăна вӗçленмерӗ. Районти тӗп библиотекăн ӗçченӗсем викторина тата блиц-вăйă ирттерчӗç. Унти ыйтусем пӗтӗмпех йытăсемпе çыхăннăччӗ. Кашни тӗрӗс хуравшăн ачасене пылак кучченеç парса хавхалантарчӗç. 

​​Встреча с Комбатом. Фото Татьяны Максимовой

Тӗлпулăвăн чи савăнăçлă саманчӗ вара йытă çури валли ят тупма йӗркеленӗ конкурсăн финалисчӗсене – 13 çулти Антон Чеверикина (Комбат ята вăл сӗннӗ), 9-ти Полина Крайновăна (Патрон ятшăн), 8-ти Глеб Федорова (Донбасс ятшăн) – Балу парса янă парнесене (сухпаек тата ӳкермелли-сăрламалли набор) пани пулчӗ. Салтака илемлӗ ӳкерчӗксемпе тӗлӗнтернӗ Степан Максимов валли хӳтӗлевçӗ çемçе тетте – панда – парса янă. Степан хăй те пушă алăпа килмен тӗлпулăва – йытă çури валли темиçе пачка типӗ апат илсе килнӗ. СВОри йытă çури хăй валли ят мӗнле  тупни çинчен çак ссылкăпа кӗрсе вулама пулать.

Саврăшпуç ялӗн библиотекарӗ, вырăнти волонтерсен ертӳçи Татьяна Владимировна каласа панă тăрăх, Степанпа Балунни пек ачапа вăрçăри салтак хушшинчи ырă çыхăну пӗрре кăна та мар иккен. Акă Саврăшпуç ачи Николай Алексеев салтак патне çыру çырнă та ăна волонтерсем маскировка сетки ăшне чиксе СВО зонине ăсатнă. Çырăва илсе вуланă салтак та çыхăнăва тухса ăна çырнă ачана тав тунă. Халӗ Николайăн та фронтра аслă тусӗ пур. 

Тӗлпулу ачасемпе волонтерсем пурте пӗрле сăн ӳкерӗннипе, Балу валли тав сăмахӗсемлӗ видео çыртарнипе вӗçленчӗ. Ачасем паттăр та ырă чун-чӗреллӗ ентешӗмӗре парнесемшӗн, йытă çуришӗн тав турӗç, киле хăвăрт­рах çӗнтерӳпе таврăнма сунчӗç. 

Комбатăн вара халь Аксура килӗ тата нумай-нумай тусӗсем пур. Никамран та ютшăнмасть вăл – кашнине хăйне тыттарать, ачашлаттарать. СВО зонинче кун çути курнăскер чăн-чăн туслăх мӗнне чунӗпе туять Комбат. Хăйшӗн питӗ тунсăхлакан хуçине килӗнче унăн мăшăрӗпе пӗрле чăтăмсăррăн кӗтет. 

​​Встреча с Комбатом. Фото Татьяны Максимовой

Ку тӗлпулу тунтикун, авгус­тăн 10-мӗшӗнче, ирхине иртрӗ. Çав вăхăтра Анат Кама хулинче пысăк инкек пулнине эпир мероприяти вӗçленсен пӗлтӗмӗр. Эпир те, Аксу районӗнче пурăнакансем, анаткамăсемпе пӗрле чӗререн хурланнине пӗлтеретпӗр. Çакăн пек йывăр самантра пӗрле пулни, пӗр-пӗрне тӗрев пани питӗ кирлине тата та тарăнрах ăнланса илетӗн…  Балу. Комбат. Истори

Татьяна МАКСИМОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: волонтер Аксубаевский район комбат