Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Конкурс часах вӗçленет, хутшăнма васкăр!

Хаклă вулакансем, «Тӗрӗ тӗрлетпӗр çемьепе» (Вышиваем всей семьей) сăнӳкерчӗксен конкурсӗ малалла пынине аса илтеретпӗр. Заявкăсене октябрӗн 31-мӗшӗччен йышăнатпăр.

Мӗнле сăнӳкерчӗксем?

Конкурса хутшăнакан сăнӳкерчӗкре наци тумӗ тăхăннă çемье пулмалла. Паллах, чăваш наци тумӗпе кăна мар, тӗрлӗ халăх тумне тăхăнса фото ӳкерӗнсен те юрать. Чи-чи креативлă сăнӳкерчӗк авторӗсене редакци конкурса пӗтӗмлетсен парнепе чыслать.

Кам  хутшăнма пултарать?

Конкурса ачасем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ.

Ăçта ярса памалла?

Сăнӳкерчӗксене «Тӗрӗ тӗрлетпӗр çемьепе» фотоконкурса» тесе палăртса редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е 89179076881 телефон номерӗпе Ватсап урлă ярса памалла. Сăнӳкерчӗкре камсен çемйи пулнине, вӗсем ăçта пурăннине, сăнӳкерчӗке ярса параканăн ятне тата хушаматне, адресне, телефон номерне палăртма манмалла мар. Конкурсăн положенийӗпе  тӗплӗнрех паллашма пулать.

Сăнӳкерчӗкӗ конкурса Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче пурăнакан Ивановсен çемьи ярса панă. Виçӗ ăру пӗрле тӗрӗ тӗрлет.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев