Константин Ивановăн çавра çулне мӗнпур чăваш тӗнчи паллă тăвать
Чăваш литературин классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ çуралнăранпа 135 çул çитнине Шупашкарта та анлăн паллă тунă. Чăваш патшалăх академи драма театрӗ «Константин Иванов кунӗ» уяв йӗркеленӗ.
Уяв программи Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗсем «Нарспи» поэмăн сыпăкӗсене вуланинчен пуçланнă. Ăна 21 чӗлхене куçарнă. Каласа хăвармалла, 40 çул иртсен «Нарспи» постановка сцена çине тепĕр хут тухĕ. Премьера сентябрĕн 26-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртет. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе лартаççĕ.
Театр умӗнчи палăк умне те йышлăн пуçтарăннă. Республика Пуçлăхӗ Олег Николаев, çыравçăсем, культурăпа ӳнер ӗçченӗсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем илемлӗ литература никӗслевçи умӗнче пуç тайса палăк умне чечек хунă. Каярах Юрий Сергеев ӳкернӗ «Константин Иванов» документлă фильма пăхнă. Шкул ачисемшӗн картина уйрăмах пӗлтерӗшлӗ: Шупашкарта кăна мар, поэтăн тăван тăрăхӗнче, музейӗнче ӳкернӗ кадрсем интереслӗ фактсемпе пуян.
Константин Ивановăн çавра çулне мӗнпур чăваш тӗнчи анлă паллă тăвать. Паян Пушкăртстана Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă мероприятисем иртеççӗ.
Чăваш патшалăх академи драма театрӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев