«КроншЛед» фестивальте чӑваш халапӗпе паллаштарнӑ
Санкт-Петербургра «Туризм и гостеприимство» наци проекчӗ шайӗнче йӗркеленӗ «КроншЛед» пӑр скульптурисен фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта Раҫҫейӗн 12 регионӗнчен тата Казахстанран ӑстасем хутшӑннӑ. Кӑҫал фестивалӗн тӗп теми – Раҫҫей халӑхӗсен легендисемпе эпоссем пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Андрей Молоков мероприятире скульптор чӑваш культурипе паллаштарнӑ. Унӑн халӑх юмахӗ тӑрӑх хайланӑ «Уйӑх ҫинчи хӗр» композицийӗ фестивалӗн тӗп экспоначӗсен шутне кӗнӗ.
Андрей нумай арт-проектсене хутшӑнать. Хӑйӑртан, пӑртан, йывӑҫран тата улӑмран тӗрлӗ фигурӑсем тӑвать. 2010 ҫулта вӑл ҫуллахи чи ҫӳллӗ пӑр статуйине туса Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев