«Кӳршӗ» проект шайӗнче йӗркеленӗ уявра хӗрарăм-волонтерсем çӗнтерчӗç
Январӗн 9-мӗшӗнче Аксу район центрӗнчи тӳремре питӗ интереслӗ мероприяти иртрӗ. Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе иртекен «Кӳршӗ» проект шайӗнче кунта «Ӗмӗтсене пурнăçлама вăхăт» ятлă уяв пулчӗ.
Праçнике хутшăнакансемпе хăнасем пӗр самантлăха та кичемленсе лармарӗç кунта: творчествăлла коллективсем пӗрин хыççăн тепри юрă-ташăпа савăнтарчӗç, ачасемпе аслисем тӗрлӗ вăйăсем вылярӗç, конкурссенче ăмăртрӗç, лашасемпе ярăнчӗç, алкогольсӗр глинтвейнпа хăналанчӗç.
«Раштав пӗремӗкӗ» конкурс питӗ хӗрӳ иртрӗ. Унта «СВОих не бросаем Аксубаево» волонтерсен ушкăнӗн хастарӗсем питӗ активлă хутшăнчӗç. Паттăр салтакăн амăшӗ Светлана Крайнова тивӗçлипе 1-мӗш вырăн йышăнчӗ. Унăн «Çӗнтерӳ пуйăсӗ» пӗремӗкӗ пурне те тӗлӗнтерчӗ: вакунӗсенче йăлтăртатса çунакан гирлянда çутисем пуйăс кӗçех Çӗнтерӳ çинчен хыпар илсе килессӗн туйăнчӗç, ун чух вара пирӗн ывăлсем, мăшăрсем тата аттесем тинех тăван килсене таврăнӗç.

Наталия Сафронован «Çырлаллă Васильевка» волонтер карçинкки те тимлӗхсӗр юлмарӗ. Наталия салтаксене пулăшма пӗтӗм чунне панă пекех, çак творчествăлла ӗçне те питӗ тăрăшса тунă: тӗрленӗ алшăллисемпе, ăшне курага хурса пӗçернӗ калама çук хитре пӗремӗксемпе илемлетнӗ.
Хӗрарăм-волонтерсем – маттурсем! Пур çӗрте те хастар. Тавах вӗсене. Çак уяв пӗрле пулни, пӗр-пӗрне тӗрев пани, ыррине шанни питӗ пӗлтерӗшлине тепӗр хут çирӗплетсе пачӗ. Хытă шансан ӗмӗтсем пурнăçланаççех!
(Татьяна МАКСИМОВА. Аксу районӗ, Саврăшпуç.Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев