Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Лана Прусакова Швейцарире кубокшăн тупăшать

Шупашкарта пурăнакан Лана Прусакова январӗн 15-17-мӗшӗсенче Швейцарири Лакс хулинче иртекен Фристайл енӗпе тӗнче кубокӗн тапхӑрне хутшӑннине Чувашия.Медиа сайт пӗлтерет.

Спортсменкăшăн ку турнир питӗ пӗлтерӗшлӗ. Унта кăçал иртекен Хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнма рейтинг очкисене пуçтарма май пур.  Хӗллехи Олимп вӑййисем февралӗн 6–22-мӗшӗсенче Италири Милан тата Кортина-Д 'Ампеццо хуласенче иртмелле. Тӗнче кубокӗн тапхӑрне хутшӑнни спортсменкӑна хӑйӗн вӑйне тӗнче шайӗнче тӗрӗслеме май парать.

Каласа хăвармалла, Лана Чăваш Енпе кăна мар, Тутарстанпа та тачă çыхăннă. Унăн кукашшӗ Юрий Афанасьевич Абрамов Нурлат районӗнчи Уксăмлă ялӗнче çуралса ӳснӗ. Çамрăклах Çӗнӗ Шупашкар хулине ӗçлеме кайса тӗпленнӗ, çемье çавăрнă. Светлана ятлă хӗрпе Владимир ятлă ывăл çуралнă Абрамовсен. Лана – Светланăн хӗрӗ. 

Чăваш хӗрне ăмăртусенче ăнăçу сунатпăр!   

Чувашия.Медиа сайтран илнӗ сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Спорт