Тутарстанри кашни пиллӗкмӗш ҫын регионри ҫулсене "питӗ лайӑх" тесе хаклать
Ҫулсен пахалӑхӗн рейтингӗ тӑрӑх Тутарстан иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак кӑтартусем hh сервис ирттернӗ тӗпчев хыҫҫӑн паллӑ пулнӑ.
"Тутарстанра пурӑнакансенчен 19% республикӑри ҫулсене пилӗк балпа хакланӑ, 54% тваттӑпа хакланӑ, 23% виҫӗ бал панӑ, 2 % – иккӗллӗх",– тенӗ хыпарта.
Пӗтӗмӗшле илсен, ыйтӑма хутшӑннӑ республика ҫыннисенчен 81% юлашки 3-5 ҫул хушшинче Тутарстанри ҫулсен пахалӑхӗ лайӑх енне улшӑннине палӑртаҫҫӗ.
Нет комментариев