Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

M12 трассӑна тунӑ вӑхӑтра Тутарстанра  XII—XVII ӗмӗрсенчи ҫынсем пурӑннӑ икӗ авалхи вырӑна асӑрханӑ

Вӗсенчен пӗри Апас районӗнчи Азбаба ялӗнче вырнаҫнӑ, тепри Кайпӑҫ районӗнчи Вӑтам Куланга ялӗнче

Археологсем строительство зонине кӗрекен истори йӗрӗсене тӗпченӗ, вӗсем Мускавран тата Хусантан килнӗ. 

Раскопкӑсенче 50 ҫын ӗҫленӗ. Вӑтам Куланга тӗлӗнче археологсем пурăнан ҫуртсен никӗсӗсене, савӑт-сапа ванчӑкӗсене, тӗрлӗ ҫулта кӑларнӑ пӑхӑр укҫасем (1734, 1875, 1912 ҫултисем), хӗрессем, тӳмесем тата ыттине те тупнӑ. 

Тепӗр архитектура палӑкне Сӗвен сулахай ҫыранӗнче асӑрханӑ, ку вӑл Кайпӑҫ районӗнчи Кӳльпуҫ ял хутлӑхӗпе Апас районӗнчи Азбаба ял хутлӑхӗн чиккинче. Ҫак тӗлте тупнӑ авалхи савӑт Мускаври археологсен шучӗпе пирӗн эрӑчченхи II пинмӗш ӗмӗр вӑхӑтӗнчи. 

Хальхи вӑхӑтра икӗ истори палӑкне те Тутарстанӑн Культура еткерлӗхӗн объекчӗсен реестрне кӗртнӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев