Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Маçтăрлăха сутăн илейместӗн

Николайӑн купӑс калани ыттисенчен ҫыпӑҫуллӑрах пулса пынипе-и вăл кирек хăш ӗçкӗре те кӗтнӗ хăна. Ҫапла «ялти пӗрремӗш купӑсҫӑ» ята вӑл Чӗмпӗре пурӑнма куҫсан та тытса пынӑ.

Пӑва районӗнчи Пӳркелӗнчи ветерансен канашӗн "Пархатар" ансамблӗн пайташӗ Николай Леонидович Родионов Чӑваш культурин республика Уявӗнчи "Янра хут купӑс!" конкурса пӗлтӗртенпех хутшӑнма шутланӑ пулнӑ. Анчах та вӑл ҫул Аксӑва килекенсем пулман. Кӑҫал Уяв иртесси ҫинчен хыпар тухсанах купӑсҫӑсен конкурсне йӗркелекенсене заявка ярса панӑ.
Унччен вӑл Чӗмпӗрте пурӑннӑ, таможньӑра ӗҫленӗ. Пенсие тухсан тӑван ялне амӑшне пӑхма таврӑнать. Пӳркелӗнчи ветерансем ӑна хӑйсен юрӑ ушкӑнне явӑҫтараҫҫӗ.
Купӑс калама Николай Родионов ачаранах вӗреннӗ. Ун чухне магнитофонсем курӑнкаланӑ пулин те, ялта пӗр ӗҫкӗ те купӑссӑр иртмен. Салтака ӑсатнӑ чух е туйра, е хӑна килсен – кӗрекере ялан хут-купӑс сасси янранӑ. Аслӑ юлташӗсем пурте тенӗ пекех кӗвӗ кӑларма тӑрӑшнӑ, юрра-ташша Пӳркел ял халӑхӗ хӑҫан та хавас. Николайӑн купӑс калани ыттисенчен ҫыпӑҫуллӑрах пулса пынипе-и вăл кирек хăш ӗçкӗре те кӗтнӗ хăна. Ҫапла «ялти пӗрремӗш купӑсҫӑ» ята вӑл Чӗмпӗре пурӑнма куҫсан та тытса пынӑ.
Николай Родионов купăс пӗрмисене пускаласа илемлӗ кӗвӗ кăларма тытăнсан вара ташламасăр чӗтса тăракансем сахал.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев