Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Малашне Тутарстан Республикин Пуçлăхӗ Раис пулӗ

ТР Патшалăх Канашӗ пӗрремӗш вулавра республика Конституцийӗн статйисене улшăнусем кӗртнӗ. Унсăр пуçне закон проекчӗ икӗ çӗнӗ статья кӗртет. Республика Конституцийӗнчи 25 нормăна вăйне çухатнă тесе йышăннă.

Альберт Хабибуллин депутат палăртнă тăрăх, ТР Конституцине кӗртнӗ тӳрлетӳсен çӗнӗ редакцийӗ республикăри чи пысăк должностьри çын «Тутарстан Республикин Президентӗнчен» «Тутарстан Республикин Пуçлăхӗ (Раисӗ)» пулса тăнине те çирӗплетет.
Çав вăхăтра закон куçăм вăхăтӗнчи положенисене палăртнă, вӗсем тăрăх, çӗнӗ ятпа çитес суйлавра çӗнтернӗ должностьри çынна чӗнмелле. Анчах, чи пысăк должностьри çынна мӗнле чӗнесси пирки хушма консультацисем ирттернӗ хыççăн, çак ятпа куçăм тапхăрӗсӗрех усă курма йышăннă. Альберт Хабибуллин сăмахӗсемпе, çакă паян Патшалăх Канашӗ пăхса тухакан закон вăя кӗнӗ хыççăн пулса иртет. Урăхла каласан ТР Президенчӗ çакăн çинчен калакан указ кăларнă хыççăн. 
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин закон проекчӗпе сасăлама ыйтнă. Пурӗ сасăлавра 85 депутат хутшăннă, 76-шӗ закон проекчӗ майлă сасăланă, 8-шӗ «хирӗç», 1 депутат тытăнса тăнă. 
Йăнăшас мар тесен: малашне Тутарстан Республикин чы пысăк должностьри çыннине Тутарстан Республикин Пуçлăхӗ, Тутарстан Республикин Раисӗ тесе чӗнмелле пулать. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев