Манăçуран тавăрнă ярмăркка
Шăматкун Хусанти Новоиерусалим архиерей картишӗнче Воскресенско-Тихоновски ярмăркки иртет
Шăматкун Хусанти Новоиерусалим архиерей картишӗнче Воскресенско-Тихоновски ярмăркки иртет
XVII ӗмӗрти архитектура палăкӗн комплексӗнче иккӗмӗш хут ыркăмăллăх ярмăрккине пухаççӗ. Тӗрӗсрех каласн, ку çӗнӗрен шутласа кăларнă мероприяти мар, ӗлӗкрех иртнӗ вăл, совет саманинче те. Çавна астăвакан ватăсем халь те сывах (ун чухне ача пулнă ӗнтӗ вӗсем). Çавсем ыйтнипе манăçуран тавăрас тенӗ те ярмăрккана. Ӗç тăвакансене, ремесленниксене хутшăнма чӗннӗ. Питӗ йышлă пулмасан та 2023 çулта ярмăркка ирттермелӗх пуăннă ăстаçăсем. Пресс-конференцие пынă спикерсен сăмахӗсемпе вӗсен шучӗ кăçал икӗ хут ытларах. Кунта Тихон Амафунтскипе çыхăннă храм, хулари чи ватă çуртсенчен пӗри сыхланса юлнă. Французен стилӗпе лартса ӳстернӗ парка Санкт-Петербургрисемпе танлаштарнă, анчах совет самани вăхăтӗнче унăн илемӗ тамалнă, 200 çулхи хыр (çемье çавăрас текен яш-кӗрӗме пулăшать вăл, имӗш) халь те ларать-ха, ӗмӗрсене парăнасшăн мар.
Ку вырăнсем Раççейӗн историйӗче тарăн йӗр хăварнă чылай çынна астăваççӗ — II Екатерина, Лев Толстой писатель, Александр Радищев поэт, прозаик, чиновник, французсен астрономӗ тата картографӗ Жозеф Николя Делиль тата нумай, нумай çын. Çаксем çинчен «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç. Журналистсемпе тӗлпулăва Новоиерусалим архиерей картишӗн настоятелӗ Роман (Модин) иероманах, Анна рафатовна Хасанова, ярмăркка концепцийӗн автрӗ, Ирина Алексеевна Девятаева экскурсовод тата шăматукн иртекен меропияти режиссерӗ Михаил Волконидский пулнă.
Новоиерусалим картишӗн историйӗ те, паянхи пурнăçӗ те интереслӗ, пуян. Сехечӗ-сехечӗпе каласа пама пулать. Кунта ыркăмăллăх аккăшӗсене (сестры милосердия) вӗрентеççӗ, паянхи куна 100 яхăн вӗсем. Çывăхра пурăнакан халсăр ватăсене пулăшаççӗ, ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвне ăсатаççӗ. Тата нумай-нумай усăллă ӗç тăваççӗ. Ярмăрккара сутса тунă укçа-тенкӗпе комплекс çурчӗсене те юсаççӗ, çӳлерех асăннă ӗçсене те пурнăçлаççӗ.
Новоиерусалим архиерей картишӗнче Иаков çăлӗ пур. Унăн шывӗ техӗмлӗ, таса. Роман атте ăна Раиф мăнастирӗнчи çăл шывӗпе танлаштарать. Ярмăркка тӗлне ăна тасатса тирпейленӗ, пӗтӗм çын умӗнче кӗлӗ вуласа уçма хатӗр.
Новоиерусалим архиерей картишӗ Тутарстан халăхсен Ассамблейипе, Хусан Халăхсен Туслăх çурчӗпе килӗштерсе ӗçлет. Унта пухăнакан грузинсен обществи тачă çыхăну тытать хрампа. Кунта Грузинсен ăс-хакăл культурин ценрне те уçӗç. Ку савăнăçлă пулăм шăматкун июнӗн 29-мӗшӗнче пулать.
Ярмăркка программинче çавăн пекех хулари творчество коллективӗсен концерчӗ, (ТР халăх артисчӗ Р.Абязов ертсе пыракан «La Primavera» камерлă оркестр пулатех), мастер-классем, сувенир, кулинари продукцин суту-илӗвне йӗркелеççӗ. Çула çитмен ачасем валли конкурссем, çарпа-спорт вăййисем хатӗрленӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев