Манас марччӗ чӑваш чӗлхине!
Апрелӗн 25-мӗшӗнче эпир Чăваш чӗлхи кунне уявлатпăр. Çак кун пирӗн Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев çуралнӑ. «Пӗр чӗлхе – пӗр ӑс, икӗ чӗлхе – икӗ ӑс», – тенӗ вӑл. Тӑван чӗлхепе пӗрле вырӑс чӗлхине те лайăх пӗлмелле.
Тутарла, вырӑсла, акӑлчанла та калаçма вӗренер, анчах хамӑрӑн атте-анне чӗлхине манса каяр мар. Пирӗн чӗлхе хӑватлӑ та янӑравлӑ, çепӗç, чӑваш нацийӗн питӗ пуян культура, хитре юррисем, йӑла-йӗркесем пур. Чӑвашла кӗнекесем, хаçатсем пичетленсе тухаççӗ, килӗшнине вуласа киленме пулать.
Пӗр пӗлӗш маларах мӑнукӗсем вырӑсла калаçса ӳснишӗн çав тери ӳкӗнсе калаçнӑччӗ. Несӗлсен чӗлхине манмалла маррине каларӗ. Халь мӑнукӗсем те юлташӗсемпе ашшӗ-амӑшӗн чӗлхипе пуплеме пуçланӑ. Чӑвашла кӗнеке вулаççӗ.
«Тӑван чӗлхене арчара упраймастӑн,
Анчах упрамашкӑн пулать ачара.
Пепке варта чух чӑвашла калаçсассӑн,
Сӑпка юррине чӑвашла юрласассӑн –
Чӑвашлӑх вӑйне вӑл кӗртет хамӑра».
Валентина Тарават.
Чӑнахах, чӑваш чӗлхине вӗрентесси çемьерен пуçланать. Никам та вырӑс пулса çуралмасть-çке. Хамӑрах ачасене тӑван чӗлхерен пистеретпӗр. Вырӑсланса кайрӑмӑр, ялтисем те. «Мӗне кирлӗ чӑваш чӗлхи! Хулана кайсан пурпӗрех вырӑсла калаçаççӗ», – илтетпӗр хӑш чухне. Аслисем савӑнаççӗ тата ачисем вырӑсла калаçнишӗн. Питӗ пысӑк йӑнӑш тӑватпӑр, кайран тин, чавсана тем пек çыртас тесен те йăнăша тӳрлетме пулмӗ.
«Камсем эпир, мӗнле йăхран эпир?
Мӗнле анне пире савса çуратнă?
Мӗнле атте ура çине тăратнă?
Мӗнле ăспа та хапăлпа эпир
Чăваш çӗрне таса чунпа юратнă?»
Виталий Станьял çырнӑ çак йӗркесем паянхи çитӗнекен ӑрӑва шухӑша яма тивӗçлӗ пек. Халь пурӑнакан аслӑ ӑрурисем ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайсан вӗсен хыççӑн вырӑсланса кайнӑ чӑвашсем çитӗнме пултараççӗ.
Чӑваш халӑх çыравçи Илпек Микулайӗ çапла каланӑ: «Халӑх чӗлхине хисеплени вӑл – тӑван халӑха хисеплени пулать». Чӑваш чӗлхине хисеплемесен, аталантармасан, калаçмасан камсем пулатпӑр? Ан вӑтанӑр чӑваш пулса çуралнишӗн.
Упире çуралнӑ паллӑ поэтпа Георгий Тал-Мăрсапа (Зайцев) мухтанатпӑр, мӑнӑçланатпӑр. Кӑçал вӑл çуралнӑранпа 130 çул çитет. Вӑл çырнӑ сӑвӑ йӗркисемпех вӗçлес килет хайлава:
«…Манӗ тӗнче. Манӗ-ши?
Çук. Манас çук вӑл мана.
Хам вилсен те асӑнӗ,
Чӑваш манӑн ятӑма».
Эпир, чӑвашсем, чӑвашах пулса юлар. Упрар ӗмӗр-ӗмӗре, манар мар хамӑрӑн чӑваш чӗлхине, савӑнар чӑваш пулса çуралнишӗн!
Ентешӗмӗр, чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çырнӑ пек: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев