Мартра хĕрарăмсене чысласси хăçан пуçланнă-ха?
Авалхи Римра çак кун хӗрарăм тарçăсене парнесем тата канмалли кун панă. Качча кайнă хӗрарăмсем упăшкисенчен пысăк парнесем тата хăйсене тимлӗх уйăрасса кӗтнӗ. Нумайăшӗ чи лайăх тумӗсене тăхăнса чиркĕве хăйсен туррине – Вестăна кӗл тума çӳренӗ.
Еврейсен Пурим ятлă уявне те Эсфирь патша майрине тата хӗрарăмсен ăсне-илемне халалласа ирттернӗ. Православи тӗнӗнче те пур ун пек çурхи праçник. Ăна Христос чӗрӗлни çинчен хыпар илсе килнӗ хăрарăмсене чысласа ирттернӗ.
Паянхи уявăн историйӗ пачах урăх. Вăл политикăпа çыхăннă.1857 çулхи мартăн 8-мӗшӗнче Нью-Йоркри атă-пушмак çӗлекен фабрикăра ӗçлекен хӗрарăмсем ӗç условисене çăмăллатма, ӗç укçине арçынсемпе пӗр тан тӳлеме ыйтса пӗрремӗш хут сăмах тухса каланă. Вăхăт иртнӗ май, 1908 çулта, Америка хӗрарăмӗсем хăйсен тата ачасен йывăр ӗç условийӗсене хирӗç кӗрешме урама тухнă. Демонстрацие хутшăннă çынсене пăрлă тата хура шывпа сапса хăваланă. Хӗрарăмсене чарса пулман. Вӗсем çакăн пек пăлхавсене кашни çулах туха пуçланă. Каярах хӗрарăм-социалисткăсем (К.Цеткин, Р.Люксембург)1910 çулхине Пӗтӗм тӗнчери конференцинче çакăн пек демонстрацисене йăлана кӗртме, пӗр вăхăтрах темиçе çӗршывра ирттерме калаçса татăлнă. Çапла майпа пӗр харăсах 20 çӗршыв храрăмӗсем кӗрешӗве тухнă.
Пирӗн çӗршывра хӗрарăмсен юхăмӗ 1913 çултан пуçланнă. 1917 çулта вӗсем вăрçа чарма ыйтса урама тухнă. Революци хыççăн Раççей хӗрарăмӗсем арçынсемпе пӗр тан праваллă пулса тăнă. 1965 çултанпа мартăн 8-мӗшне канмалли кун тума йышăннă.
Вăхăт иртнӗçемӗн Пӗтӗм тăнчери хӗрарăмсен кунӗ хăйӗн политика сӗмне çухатнă. Халӗ вăл çемьен юратнă уявӗсенчен пӗри шутланать.
Çак кун илемлĕ çут тĕнче курма пурнăç парнеленӗ ырă чĕреллĕ аннемĕрсене, ĕçпе типсе хушăрканă, вĕри куççульпе пĕркеленнĕ, йывăр хуйхăпа шуралнă ватă кукамайсемпе асаннесене, çемçе те çепĕç чунлă аппасене, йăмăксене, таса кăмăллă кинемейсене, тантăшсене, ытарайми ачасене уяв ячӗпе ăшшăн-ăшшăн саламласа чечексемпе парнесем парасси йăлана кӗнӗ. Малалла та çапла пултăр, хӗрарăмсем çинчен сăвăсем те нумайрах пулччăр.
Мелания Никифорова
Пушкăртстан, Кекен ялĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев