Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Машинасене туртса илесси пирки калакан хыпар – суя

Пӗчӗк мобилизаци пуçлансан интернетра питӗ нумай суя информаци сарăла пуçларӗ, калăн фейк çыракансем çакна кӗтсе кăна тăнă

Украинецсен майлисем пирӗн хуласенчи урамсен ячӗсене тӗрӗс мар çыраççӗ, орфографи йăнăшӗсем пур, хыпарӗсем – пӗринчен пӗри тӗлӗнмеллерех. Калăпăр, Мускавра урамра иртсе пыракан арçынсене чарса повесткăсем пани пирки. Кунашкал ӗç-пуç Киевра пулнăран, вӗсем пирӗн те çапла лару-тăру тесе шутлаççӗ пулмалла. 
Мобилизаци вăхăтӗнче çынсен автомобилӗсене çар валли туртса илесси пирки калакан хыпар та суя. Ӗнер ТР çар комиссарӗ уйрăм мобилизаци çинчен указ кăларнă. Республикăра пурăнакансене уйрăмах Погодин указӗн пиллӗкмӗш пункчӗ кăсăклантаранă. Вăл патшалăх организацийӗн, бизнесăн, уйрăм çынсен транспорчӗн мобилизацийӗ пирки калать. Указа пичетленӗ хыççăн социаллă сетьсемпе мессенджерсенче пăлхану пуçланнă. Машинасене урамрах туртса илесси пирки калакан хыпар – суя информацисен шутӗнче. Закон тăрăх, автотранспортлă кашни предприяти малтан Оборона министерствинчен предписани килмелле. Унта Хӗçпăшаллă çарсене кирлӗ пулсан мӗнле автомобильсене мӗн валли илме пултарнине çыраççӗ. Çав кăна. 
Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев