Девятаев вăрçă пуçланас умӗнех румынире туяннă сăран куртка, унăн офицер планшечӗ, картусӗ, вăл çулсенчи юхан шыв флочӗн капитанӗн кителӗ, Девятаев вӗçнӗ самолетсен моделӗсем – çак хатӗрсемпе йăлтах Хусанти Кремльте уçăлнă куравра паллашма пулать.
Курав уçăлнă çӗрте летчикăн ывăлӗ Александр Девятаев тата мăнукӗсемпе вӗсен ачисем – пурӗ вунă тăхăмӗ пулнă. Мемориал-музейăн заведующийӗ Александр Девятаева лайăх пӗлнипе «Паттăрлăх пек пурнăç» курав уçăлма пултарнă та. Паллă летчикăн ывăлӗ Девятаев фондне йӗркелесе янă. Вăл малашне авиацине тата Хусан юхан-шыв флотне халалланă темиçе проект хатӗрлеме палăртнă.
«Паттăрлăх евӗр пурнăç» курав Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин мемориал-музейӗнче ноябрӗн 13-мӗшӗччен ӗçлӗ. Унта Пушкин карттипе те кӗртеççӗ.
Нет комментариев