Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Микроçыравпа тăхтатпăр

Пирӗн тӗп çырав 2021 çулта иртрӗ, апла микроçырав 2026 çулта иртмелле пек

Тӗп çырав кампанийӗ хыççăн пилӗк çултан микроçырав ирттересси Раççейре 1985 çултанпа пырать, йăлана кӗнӗ. Пӗчӗк çырава Раççейре пурăнакансен сахалтан та пилӗк проценчӗн национальноçне, тăван чӗлхине уçăмлатассишӗн ирттереççӗ. 

Пирӗн тӗп çырав 2021 çулта иртрӗ, апла микроçырав 2026 çулта иртмелле пек. Анчах ку кампание 2028 çулччен ирттерме тăхтаса тăмалла теççӗ. РФ Экономика аталанăвӗн министерствипе РФ Патшалăх статистикин служби кун пирки Закон проекчӗ те хатӗрленӗ ӗнтӗ. 

Пӗрремӗш вице-премьер Андрей Белоусов хушнипе хатӗрленӗ документа нормативсемпе право акчӗсен федераллă порталӗнче курма пулать. 

" Пӗтӗм Раççейри ял хуçалăхӗн çыравне 2027 çула курнипе халăхăн микроçыравне 2028 çулта ирттерме сӗнӳ пур", — теса ăнлантарни пур закон проекчӗ çумне. 
Сăмах май, юлашки çыравран Раççейре хăш наци çынни пулнине кăтартманнисен йышӗ сасартăках ӳсни курăнать. Росстат пуçлăхӗн çумӗ Сергей Окладников Патшалăх Думин национальноçсен енӗпе ларăвӗнче национальноçе кăтарманнисен шучӗ 5,7 миллионран (2010 çулта) 16,6 миллиона çити ӳснине палăртнă. Çавăн чухлӗ çын — 16,6 миллион — тăван чӗлхине кăтартман, 2010 çулта кун йышшисем 4,5 миллион пулнă.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество