Мӗнлеччӗ вăл ТАССРӗнчи пурнăç?
Аксу районӗнчи Саврăш ял хутлăхӗнче пурăнакансем çак кунсенче ТАССРти пурнăçа аса илнӗ. Кунта районти ял хутлăхӗсен хушшинчи «Юрататăп сана, ман Тутарстан» юбилей эстафети иртнӗ.
Шăпах çак ыйтăва хуравлама тăрăшнă та Аксу районӗнчи Саврăш ял хутлăхӗнче пурăнакансем çак кунсенче Кивӗ Саврăш Культура çуртӗнче иртнӗ районти ял хутлăхӗсен хушшинчи «Юрататăп сана, ман Тутарстан» юбилей эстафетинче. Вӗсем республикăн пӗр ӗмӗрхи пурнăçне йăлтах кăтартма тăрăшнине пӗлтерет район сайчӗ.
Куракансене фойере ял историне, ентешсен çитӗнӗвӗсене халалланă фотокуравсем, хӗрлӗ галстук çыхнă пионерсем тата пурте лайăх астăвакан, пичкери килька пулă, ешӗксенчен грампа виçсе канфет тата ыттине сутакан ял лавкки кӗтсе илнӗ. Асаилӳ сцена çинче малалла тата вăйлăрах тăсăлнă. Унта акана халалланă колхоз пухăвне, малта пыракан ял хуçалăх ӗçченӗсене чысланине, Майăн 1-мӗшне уявланине, ачасене пионера йышăннине театрализациленӗ представленисемпе кăтартнă. Çапла сцена çинче ял çыннисен паттăрлăхӗ, механизаторсен кулленхи йывăр ӗçӗ – йăлтах сăнланнă.
Ял хутлăхне кӗрекен ялсен артисчӗсем: «Саврушка», «Божья коровка», «Ромашка» ушкăнсем тата ыттисем малалла хаваслă концертпа савăнтарнă. Сăмах май, ял историне туллин кăтартакан çак мероприятие çав кун пӗтӗмпе 300 ытла çын хутшăннă. (Район сайтӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев