Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Мускавра «Нарспи» спектаклӗн сыпăкне кăтартӗç

К.В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗсем август уйăхӗн 9-мӗшӗнче çӗршывăмăр тӗп хулинче чăваш культурин пуянлăхӗпе паллаштарӗç.

Константин Иванов поэми тăрăх лартнă спектаклӗн сыпăкне Мускаври «Зарядье» паркра курма пулать. Коллектив курма килекенсене туй эпизочӗн фрагменчӗпе паллаштарӗ. Мероприяти Пӗтӗм Раççейри  «Территория будущего» форум-фестиваль шайӗнче иртет.

Фестивалӗн  расписанийӗпе «Зарядье» паркăн официаллă сайтӗнче тата Раççей Федерацийӗн Театр деятелӗсен союзӗн порталӗнче кӗрсе паллашма пулать.

Каласа хăвармалла, театр çӗнӗ сезона  «Нарспи» спектакльпе уçма палăртса хунă. Спектакль çинчен тӗплӗнрех  çак ссылкăпа кӗрсе пӗлме пулать.

Чăваш патшалăх академи драма театрӗн сайтӗнчен илнӗ сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура Нарспи чувашский драм театр