Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МУСКАВРАН – 1-МӖШ ВЫРĂНПА!

Глеб Марков киокушин карате шкулне çулталăк çурă кăна çӳрет-ха, çитӗнӗвӗсем вара халех сулмаклă

Спортпа туслă ача, хуть мӗн каласан та, çирӗп те уçă кăмăллă, хастар, сывлăхлă, яваплă ӳсет. Пӗчӗкренех спортпа туслашакансенчен нумайăшӗ каярах профессиллӗ спортра та çитӗнӳсем тăвать. Эпир хаçатăмăрта пултаруллă чăваш ачисем пирки çырсах тăратпăр. Питӗ кăмăллă талантлă çамрăк йăхташăмăрсем пирки çырма. 

 

«Шăнкăравăн» ку кăларăмӗнче Хусанти 161-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Глеб Марков çинчен каласа парас килет сире, хаклă вулаканăмăрсем. 8 çулта кăна пулин те нумай çитӗнӳ тума ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ. Глеб киокушин карате шкулне çӳреме пуçлани çулталăк çурă кăна пулин те çак тапхăрта вăл регион, çӗршыв шайӗнчи ăмăртусене хутшăнса 10 медаль, 6 кубок çӗнсе илме ӗлкӗрчӗ. 

– Тӗпрен илсен Хусанта иртекен хула, республика, регионсен хушшинчи ăмăртусене хутшăнать ывăлăмăр. Анчах та ытти çӗре те кайма ӳркенместпӗр: икӗ хутчен Йошкар-Олара пултăмăр, февральте вара Мускав хулин киокушин карате енӗпе иртнӗ чемпионачӗпе первенствине хутшăнса 25 килограмчченхи виçеллӗ 8-9 çулти ачасен хушшинче 1-мӗш вырăн çӗнсе илчӗ Глеб. Мускавра çавăн чух пӗрремӗш хут пулчӗ. Пит темех те курса çӳреймерӗмӗр пулин те, питӗ килӗшнӗ ăна çӗршывăн тӗп хули. Кайнă чухнех çӗнтерес кăмăллăччӗ, кубок парсан мӗнле йăтса çитерӗпӗр-ши киле тесе калаçса пычӗ, – каласа парать амăшӗ Татьяна Алексеевна. 

Спортра пысăк çитӗнӳсем тăвасси, паллах, ачаран хăйӗнчен те нумай килет-ха, çапах та кунта тренер çине тăрса ӗçлени, унăн профессилӗхӗ те пысăк вырăнта. Глеба тренерпа питӗ ăннă: вăл Раççей Киокушин карате союзӗн Тутарстан Республикинчи уйрăмӗн ертӳçи, РФ спорт мастерӗ, Тӗнче Кубокӗн, Европăн, Раççейӗн нумай хутченхи чемпионӗ Руслан Альбертович Хасанов патӗнче ăсталăхне туптать. 

– Тренера питӗ юратаççӗ ачасем. Тренировкăна эрнине виçӗ хутчен çӳрет ывăл, анчах та вăл кашни кун кайма та хатӗр. Тренер хăй патне çӳрекен ачасене вăйлă тӗрев парать, пӗр-пӗринпе туслаштарать, ачасемшӗн тем тума та хатӗр вăл, – тет Глебăн амăшӗ.

Татьяна Алексеевна каланă тăрăх, çак спорт тӗсӗпе туслă пулни ывăлне питӗ пулăшать. Ӳт-пӳ енчен те çирӗплетет, характера та туптать. Юлташӗсем те нумай спорт секцийӗнче. 

Марковсем канмалли кунсенче иртекен ăмăртусене çемйипех çӳреççӗ. Ашшӗпе амăшӗ Татьяна Алексеевнăпа Виктор Юрьевич тата шăллӗ Мирон тӗрев пани Глеба çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тума хавхалантарать. Глеба малашне те спортра та, вӗренӳре те пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр.

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА. 

Марковсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев