Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ Тутарстанри ресторансем ҫурҫӗрччен кӑна ӗҫлӗҫ
Мӗнле-ха кун пек? Ҫак уявӑн чи пӗлтерӗшлӗ саманчӗ 24.00 сехетре пуҫланать вӗт. Ҫак вӑхӑта кӗтме пуҫтарӑнаҫҫӗ мар-и ҫынсем?
Республикӑри Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ тӑрӑх, декабрӗн 31-мӗшӗпе январӗн 1 мӗшӗнче кафесемпе ресторансен ҫӗнӗ ӗҫ графикне улӑштармаҫҫӗ. Общепит заведенийӗсен ҫаплипех ҫурҫӗртен пуҫласа ирхине 6-ччен ӗҫлеме юрамасть.
"Паянхи куна апатлантарупа кану заведенийӗсен ҫурҫӗртен тытӑнса ирхине ултӑ сехетчен ӗҫлеме юрамасть. Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ те вӑл йӗрке пӑрахӑҫланмӑсть",– тесе палӑртнӑ спикер.
Аса илтеретпӗр, малтан ресторансене каҫхине 11 сехетчен ӗҫлеме чарнӑччӗ, каярах ҫак вӑхӑта 1 сехете тӑснӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев