Çитес виçӗ çулта бюджет мӗнле пулать?
Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикăра тупăшран пухăнакан консолидациленӗ бюджет палăртнинчен 73,2 процент пурнăçланнă. Çулталăк пуçланнăранпа тупăшран илӗнекен налук укçи вара 5,3 миллиард тенкӗ сахалрах кӗнӗ. ТР Премьер-министрӗ А.Песошин бюджет дефицидне хупласси тӗп ыйтусенчен пӗри пулнине палăртса тупăш çине хурăнакан налог укçине пухассине муниципалитетсемпе пӗрле хăвăртлатмаллине паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ ларура аса илтерчӗ.
ТР финанс министрӗ Марат Файзрахманов хăйӗн докладӗнче пӗлтернӗ тăрăх, кăçал 8 уйăхра республикăн консолидациленӗ (пӗтӗмшле) бюджетне 440 миллиард тенкӗ, (вӗсенчен 380 миллиарчӗ налук тата налук мар укçа) кӗнӗ.
Малалла министр çулталăкра бюджета кӗнӗ укçан пӗтӗмлетӗвӗпе тата законодательствăри улшăнусене шута илсе çитес виçӗ çула тунă республика бюджечӗн прогнозӗпе паллаштарчӗ, вăл çапларах:
Тупăшран кӗмелли налук 2026 çула – 130 , 2027 çулта – 136, 2028 çулта 141 миллиардшар тенкӗ;.
Уйрăм çынсен тупăшӗнчен кӗмелли налог 2026 çулта – 236, 2027 çулта – 253, 2028 çулта 271 миллиардшар;
Акцизсенчен кӗмелли налук 2026 çулта – 51,1, 2027- 2028 çулсенче 53,6 миллиардшар;
Организацисен пурлăх налукӗ 2026 çулта – 44,6, 2027 çулта – 45,4, 2028 çулта 46,6 миллиардшар тенкӗ;
Транспорт налукӗ 2026 çулта – 8, 2027 çулта – 8,2, 2028 çулта 8,4 миллиардшар тенкӗ;
Пӗтӗмӗшле тупăш налукӗ 2026 çулта – 37,7, 2027 çулта – 39,2, 2028 çулта 240,8 миллиардшар тенкӗ;
Уйрăм çынсен пурлăхӗнчен муниципалитетсен бюджетне кӗрекен налук – 2026 çулта – 4,19, 2027 çулта – 4,2, 2028 çулта 4,21 миллиардшар тенкӗ;
Налук мар тупăшсем 2026 çулта – 37,5, 2027 çулта – 40,2, 2028 çулта 51,5 миллиардшар тенкӗ;
Пӗтӗмпе бюджета 2026 çулта – 604,8, 2027 çулта – 644,2, 2028 çулта 687 миллиардшар тенкӗ пухăнмалла.
Министр çаплах 2026– 2028 çулсенче бюджетран хăш сферăна мӗн чухлӗ укçа уйăрассине те каларӗ. Ял хуçалăхӗ, транспорт, çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх, вӗрентӳ, сывлăх сыхлавӗ, культура, физкультурăпа спорт, социаллă политика çине 2026 çулта пӗтӗмпе 618,2, 2027 çулта – 659,6, 2028 çулта 705,7 миллиардшар тенкӗ ярӗç.
Ларăва хутшăннă ТР Раисӗ Рустам Минниханов докладсене итленӗ хыççăн пухăннисене бюджет енӗпе республикăн финанс министерстви йышăннă çак параметрсене тӗпе хурса ӗçлемеллине каларӗ. Хуласемпе районсен ертӳçисене вара дефицитсăр, шайлашуллă бюджетсем йышăнма хушрӗ. «Халӗ Тутарстан Республикин бюджечӗн закон проектне, ОМС Территори фончӗн тата муниципаллă бюджетсен йышăнăвӗн закон проекчӗсене хатӗрлемелле. Октябрьте вӗсене республикăн Патшалăх Канашӗ, декабрьте муниципалитетсен представитель органӗсем пăхса тухӗç»,– терӗ. (Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев