Ӗнер Ильшат Гафурова федераллă центрăн правона хӳтӗлекен органӗсен ӗçченӗсем арестленӗ
Вăл 2010 çултанпа Тутарстанри тӗп вузăн ректорӗ, çак вырăна йышăнас умӗн çынсене вăйлă тӗрӗслеççӗ. Мӗнле-ха çын вӗлерни, вăл чăнах та пулнă пулсан, шалти органсен тимлӗхне лекмен?
1999 çулхи çурла уйăхӗн 29-мӗшӗнче Мускавра пӗр пасар çывăхӗнче Елабуга хула канашӗн депутатне Айдар Исрафилова вӗлереççӗ. Ун чухне çырчаллинчи «29-мӗш комплекс» вăрă-хурах ушкăнӗ пирки уголовнăй ӗç пуçарнă пулнă. Ун чухне Елабуга районне шăпах Ильшат Гафуров ертсе пынă. Lenta.ru информаци агентстви пӗлтернӗ тăрăх, Хусан федераллă университечӗн ректорӗ преступлă группировкăпа çыхăнма пултарнă.
Мускаври Басманный суд Гафурова Уголовнăй Кодексăн 105 статйин 2-мӗш пайӗ тăрăх (Убийство, совершенное группой лиц по найму и предварительному сговору) 2022 çулхи февралӗн 21-мӗшӗччен арестленӗ.
Физикăпа математика наукисен кандидачӗ, экономика наукисен докторӗ, профессор Ильшат Гафуров айăпне йышăнман. Следстви малалла пырать.
ХФУ-ри ученăйсен канашӗ Раççей Премьер-министрне Михаил Мишустина, наукăпа вӗрентӳ министрне Валерий Фалькова, Тутарстан Республикин Президенте Рустам Минниханова çыру çырнă, вӗсем ректорпа килсе тухнă лару-тăрăва следствие объективлă пăхса тухтарасшăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев