Ӗнерхи çил-тăмана пула Тутарстанри М-5, М-7 трассăсемпе транспорта çӳреме вăхăтлăха чарнă
Çул çине тухсан питӗ тимлӗ тата асăрхануллă пулмалла
М-5 «Урал» трассăпа Тутарстан Республикин территорийӗнче пассажир автобусӗсене, йывăр тиевлӗ транспорта, маршрутлă таксисене, çăмăл таксисене çӳреме чарнă.
Çула Пӗкӗлме тата Павлă районӗсенче хупнă. Унта фурăсемпе автобуссене халӗ те ямаççӗ-ха. «Упрдор Приуралье» ФКУ хушăвӗпе, Тутарстанри М-5 трассăпа йывăр тиевлӗ машинăсене, автобуссене, таксисене çӳреме чарнă. М-7 тата Хусан-Оренбуг çулсемпе паян ирхине 7-ре çӳреве пурин валли те уçнă.
Ку талăкра республикăра вăйлă çил, юр, тăман пулать тесе пӗлтереççӗ синоптиксем.
Константин Малышев сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев