Обществăлла транспорт хуҫисем ТР ШӖМ пуҫлӑхӗнчен пулӑшу ыйтнӑ
Паян Перевозчиксен ассоциацийӗ ТР шалти ӗҫсен министрне Артем Хохорина QR-кодсене транспортра тӗрӗслеме тытӑнсан вӗсене полицейскисен пулӑшӑвӗ кирлӗ пуласси ҫинчен пӗлтернӗ
Ноябрӗн 22-мӗшӗнчен Тутарстанри обществолла транспортра куар-кодсӑр ларса ҫӳреме юрамасть. Ҫакна кура перевозчиксем ШӖМ ертӳҫинчен пулашма ыйтаҫҫӗ. QR-кодсене тӗрӗсленӗ вӑхӑтра хирӗҫӳ саманчӗсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ку чухне перевозчиксем полици ӗҫченӗсене чӗннӗ ҫӗре оперативлӑ килсе ҫитме ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Ассоциаци кашни районпа яваплӑ ҫынна ҫирӗплетме ыйтнӑ, ун пек чухне полицейскисем происшестви вырӑнне хӑвӑртрах килсе ҫитессе шанӑҫ пур.
Перевозчиксем правона сыхлакансене общество транспорчӗн ӗҫченӗсемпе пассажирсене хӳтӗлемелли алгоритма ҫырса ҫирӗплетме ыйтнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев