Пьедестал çинче – пирӗннисем!
Тутарстан команди кăçал та болельщиксен шанăçне тӳрре кăларчӗ – пӗрремӗш вырăна кăна мар, виçӗ 1-мӗш вырăна та «КАМАЗ-мастер» командăн экипажӗсем йышăнчӗç. Пьедестал çинче – пурте пирӗннисем. 1-мӗш вырăн – Дмитрий Сотников, 2-мӗш – Антон Шибалов, 3-мӗш – Айрат Мардеев экипажӗсем. Сăмах май, 2015 çулта та пӗрремӗш виçӗ вырăна «КАМАЗ-мастер» йышăннăччӗ. Андрей Каргинов вара кăçал «Дакара» 7-мӗш вырăнпа вӗçлерӗ. Саламлатпăр ентешсене!
Эрнекун, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Грузовиксен категорийӗнче Раççей чысне яланхи пекех Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда хӳтӗлерӗ. Раççейӗн автомобилӗсем те, спортсменӗсем ытти çӗршывсемшӗн вăйлă конкурентсем пулнине çакнашкал рейдсенче пурте пӗлсе çитнӗ ӗнтӗ. Кашнинчех пирӗннисем çирӗп те хăватлă техникăпа тӗлӗнтереççӗ ыттисене.
Кăçалхи «Дакара» коронавирус пандемине пула туллин хатӗрленме май килмен пулсан та, «КАМАЗ-мастер» командăн ертӳçисем ăмăртăва 4 экипажах яма шутланă. Çакă тӗрӗс йышăну, мӗншӗн тесен пурте мала тухаймасан та, трасса çинче йывăрлăх сиксе тухас пулсан пулăшакан та кирлӗ вӗт. Пысăк йышпа хутшăнакансене мӗн тесен те çăмăлрах.
Тутарстан команди кăçал та болельщиксен шанăçне тӳрре кăларчӗ – пӗрремӗш вырăна кăна мар, виçӗ 1-мӗш вырăна та «КАМАЗ-мастер» командăн экипажӗсем йышăнчӗç. Пьедестал çинче – пурте пирӗннисем. 1-мӗш вырăн – Дмитрий Сотников, 2-мӗш – Антон Шибалов, 3-мӗш – Айрат Мардеев экипажӗсем. Сăмах май, 2015 çулта та пӗрремӗш виçӗ вырăна «КАМАЗ-мастер» йышăннăччӗ. Андрей Каргинов вара кăçал «Дакара» 7-мӗш вырăнпа вӗçлерӗ. Саламлатпăр ентешсене!
18 хутчен «Дакарта» çӗнтернӗ Çырчалли команди каллех пирӗн автомобильсем чи хăватлине тата шанчăклине, спортсменсем вара чи опытлине тата чăтăмлине çирӗплетсе пачӗ. Тата, паллах ӗнтӗ, пӗрле ӗçлеме пӗлни. Кунта «пӗри – пуриншӗн, пурте – пӗриншӗн» девиза тӗпе хурса ӗçлеççӗ яланах.
Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев