«Парнелӗр салтака чечек»
Çак кунсенче Шупашкарта Чăваш халăх поэчӗн Валери Туркайăн икӗ чӗлхепе çырнă çӗнӗ кӗнеки кун çути курчӗ. Вăл «Парнелӗр салтака чечек. Дарите цветы солдату» ятлă. Кӗнеке пӗтӗмпех ятарлă çар операцине тата патриотизм темине халалланă сăвăсенчен тăрать.
Валери Туркайăн çак кăларăма кӗнӗ сăввисен пӗр пайне вырăсла Владимир Грибанов (Чăваш Ен), Николай Михин (Санкт-Петербург) тата Юрий Щербаков (Астрахань) куçарнă. Кӗнекери «На войне многим хочется читать стихи» ятлă умсăмаха пирӗн мухтавлă ентешӗмӗр, Раççей Геройӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант çырнă.
Валери Туркай хăйӗн çӗнӗ кӗнекин ытларах пайне неонацистсемпе çапăçакан паттăр ентешсене парнелеме палăртать. Октябрӗн 21-мӗшӗнче поэтăн Чăваш Енри Комсомольски округӗнчи Хырай Ӗнелте пурăнакан хастар ентешӗсем «Парнелӗр салтака чечек. Дарите цветы солдату» кӗнекене, ытти гуманитари пулăшăвӗпе пӗрле, Запорожье тăрăхне илсе кайнă та ӗнтӗ.
Чăваш халăх поэчӗн çак пӗртте ансат мар саманара пурне те питӗ кирлӗ кӗнекине вулакан патне çитерме Раççейӗн Чăваш Енре тата Мускавра пурăнакан чăн-чăн патриочӗсем пулăшнă.
Сăмах май, литературăра халăхсен хушшинчи туслăха аталантарас тӗлӗшпе те Валери Туркай нумай тăрăшать. Акă, нумай пулмасть Чăваш халăх поэтне Беларуçри «Звязда» Издательство çурчӗ белоруспа чăваш литературине аталантарас ӗçе пысăк тӳпе хывнăшăн Тав хучӗ парса чысланă.
Роман ЯКОВЛЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев