Патраклăра «Учӳк» республика фестивалӗ 20-мӗш хут иртрӗ
Вӑкӑрӗ мӗн пысӑкӑшне кура хурансен шучӗ кашни çул тӗрлӗрен, кӑçал – 9-ччӗ. Фестивалӗн 20 çулхи историйӗнче 20 хуран таранах пăтă пиçнӗ вăхăтсем те пулнă кунта.
Июнӗн 27-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклă ял хутлăхӗ черетлӗ «Учӳк» республика фестивальне ирттерчӗ. Шучӗпе вăл юбилейли пулчӗ кăçал, шăп 20-мӗш. Хăнасем хальхинче те нумайччӗ, яланхи пекех кӳршӗллӗ Çарăмсан, Лениногорск районӗсенчен, Хусан, Элмет, Çырчалли хулисенчен, Самарăпа Ульяновск облаçӗсенчен килнӗччӗ.
Патраклă тăрăхӗнче чăваш тӗнӗпе пурăнакансен çак авалхи йăли пӗрре те манăçа тухман. Выльăх пусса Аслă Турăран тăнăç пурнăç, тухăç çитӗнтерме ырă çанталăк, яла вут-кăварпа чир-чӗртен упрама ыйтнă вӗсем. Чăн чăвашсен паянхи кунччен упраннă авалхи çак йăлине ыттисене кăтартас тӗллевпе шăп 20 çул каялла (ун чухне те июнӗн 27-мӗшӗнче) фестиваль формачӗпе ирттерме тытăннă.
Апла пулсан та тӗп йăла кашнин куçӗ валли мар. Фестиваль икӗ пайран тăрать, вырăнӗсем те тӗрлӗрен. Тӗрӗсрех каласан, уявпа кӗлӗ вырăнне тарăн çырма уйăрать. Ирпе ирех Турра кӗл туса вăкăр пуснине, пуç-урине Киремет юманӗ çине мӗнле çакнине, пӗлтӗрхине антарса тин кăна пуснă выльăхăн тирӗпе, хӳрипе пӗрле шăтăк чавса пытарса ваттисене асăннине фестиваль халăхӗ курмасть. Кăвак çутăллах кăвайт çине çакнă пысăк хурансем пăсланса ларнине кăна сăнать. Сăмах май, вӑкӑрӗ мӗн пысӑкӑшне кура хурансен шучӗ кашни çул тӗрлӗрен, кӑçал – 9-ччӗ. Фестивалӗн 20 çулхи историйӗнче 20 хуран таранах пăтă пиçнӗ вăхăтсем те пулнă кунта. Йăлана Раççейӗн регионӗсенчен, ют çӗршывсенчен нумай çын килсе курнă ӗнтӗ.
Мероприятие кашни çул ял хутлăхӗнчи ялсен историйӗпе пуçлаççӗ. Вырăнти Культура çурчӗн ӗçченӗсем ял хастарӗсемпе тата çамрăкӗсемпе кăçал та 1670 çулта урăх тӗн йышăнма килӗшмен Серке хăй çемйипе ку тăрăха епле килсе Патраклăпа Пӳсрек ялӗсем валли вырăн суйланса тӗпленнине кăна мар, ӗмӗр çаврăнăшӗнчи йăласем (нимелле пӳрт лартни, ывăла салтака ăсатни, туй, ача яшки тата ваттисем çамрăк ăрăва пиллесе хăварни) урлă чăвашсен мӗнпур пурнăçне театрализациленӗ прологра кăтартрӗç. Аякран килнӗ чăвашсем вӗсене пăхса ларнă май хăйсен патӗнчисемпе танлаштарчӗç. Тӗлӗнмелле пулин те, кашни йăли çывăх, уйрăмлăх çук тесен те юрать. Саманине кура-ши, каччăсем никрут юрри юрласа утни, малтан ашшӗ ывăлне Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе тӳрӗ кăмăлпа пурнăçлама, унтан амăшӗ алшăлли çыхтарса киле ырă-сывă таврăнма пиллени уйрăмах чунри хӗлӗхсене перӗнсе куççуле кăларчӗ. Пролог ял çывăхӗнчи сăртра, çутçанталăк ытамӗнче иртнипе-ши питӗ ӗненмелле пулса тухать кунта кашнинче. Ниме пăхмасăр Патраклă ял хутлăхӗн халăхӗ чăваш тӗнне, чӗлхине, йăли-йӗркине паянхи кунччен упраса хăварнăшăн тав тăвас килет. Çак йăлана кашни чăвашăн курмаллах.
Пухăннисене Элмет районӗнчи культура управленийӗн ертӳçин çумӗ Фарида Каямитдиновна Гатауллина, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн экс-ертӳçи Константин Геннадиевич Яковлев (шăп вăл ТР ЧНКА ертӳçинче ӗçленӗ чухне ирттерме тытăннă ку фестивале), РФ Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен тӗп çар округӗн инспекторӗ Анатолий Петрович Молоствов генерал-майор, Самарăри çар начальникӗ Николай Алексеевич Сидоров генерал-майор, Шунтал районӗн (Самара облаçӗ) прокурорӗ Владимир Петрович Афанасьев, Патраклă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Евгений Ванюшевич Якушкин, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш хӗрарăмсен союзӗн ертӳçин çумӗ Вера Михайловна Юнусова саламларӗç.
Вера Михайловнăшăн Патараклă ялӗ чуна çав тери çывăх-мӗн. Вӗсене, техникумран выльăх тухтăрне вӗренсе тухнă виçӗ хӗре, 1982 çулта Элмет районне ӗçлеме янă пулнă иккен. Шăп çав вăхăтранпа Патраклăри чăвашсемпе туслă вăл. Хальхинче те сцена çине харăсах виçӗ ăру çыннине тухма йыхравларӗ. Чăваш хӗрарăмсен союзӗн ятӗнчен вырăнти «Çеçпӗл» ансамблӗн ертӳçине Людмила Ухтияровна Савастьянована, Культура çурчӗн директорне Ирина Юрьевна Сергиванована парнесем пачӗ, «Чăваш пики», «Уяв пики» конкурссене хутшăннă Патраклă ялӗн пултаруллă пикине Илиана Альмуковăна вара чăваш кӗпи çӗлетме укçан пулăшу парассине каларӗ.
Пӗр тăтăш 20 çул «Учӳк» фестивальне йӗркелесе чăваш йăли-йӗркине упраса хăварнăшăн районти ЧНКЦ ертӳçине Инна Ивановна Лисинана Фарида Гатауллина Элмет районӗнчи культура управленийӗн Тав çырăвӗпе чысласа тав турӗ.
Официаллă пай хыççăн юрă-ташă фестивалӗ пуçланчӗ.Элмет, Çарăмсан, Лениногорск, Çырчалли хулин пултарулăх ушкăнӗсем хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç. Шăп вăл вӗçленнӗ тӗле хурансенчи пăтă та пиçсе çитрӗ. Учӳк валли вăкăра кунта малтан спонсорсен укçипе туяннă пулсан, виççӗмӗш çул халăх, Патраклăпа Пӳсрекре, Элметре тата ытти çӗрте пурăнакан ял-йыш тата вырăнти ял хутлăхӗ, укçа парать. Кăçалхи вăкăр 110 пин тенкех ларнă. Пăтă валли кӗрпене те çынсем хăйсем илсе килеççӗ, ятарласа хуплу пӗçереççӗ, сăра вӗретеççӗ. «Единая Россия» партин Элметри уйрăмӗ панă укçапа уава килнӗ ансамбльсене асăнмалăх парне пачӗç.
Чи кӗтнӗ те, хумхануллă самант та çитрӗ. Учӳк йăлинче Аслă Турра ялти чи ватӑ хӗрарӑм Унеслу аппа Сатыбалова кӗлӗ тунă унччен. Анчах 103 çулпа пыраканскере халӗ ку тивӗçе пурнӑçлама йывӑртараххипе акӑ ӗнтӗ темиçе çул 79-ти Галина Тимербаевна Бикбова тăвать çакна. Кӑçал та ял халăхне мӗнпур ыррине пама тата халӗ пыракан хӑрушӑ вӑрçа чарма, салтаксене киле ырӑ-сывӑ тавӑрма тилмӗрсе ыйтрӗ Галина Тимербаевна Турă Бабайран. Сăмах май, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçи вӑхӑтӗнче патраклӑсем çакăн пекех выльăх пусса Учӳк ирттерсе кӗлтунӑ иккен. Ун чухне вӗсен кӗллине Турă илтнӗ, хальхинче те çапла пуласса тем пек шанатпăр. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗнче кӗрешекен салтаксем пурте ырă-сывă таврăнса килес çул 21-мӗш хут иртекен «Учӳк» фестивальте курма ӗмӗтленетпӗр.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев