Çакнашкал мероприятисене эрнипех ирттересси район пуçлăхӗнсенчен те килет, питӗ тӗрӗс тăваççӗ вӗсем халăхсен культурисене аталантарса.
Патриарх Чӗмпӗр кӗпренине кӗрекен Пăва уесӗнче çуралнине манмаççӗ кунта.
Апрелӗн 25-мӗшӗнче Кивӗ Пăрăнтăк ялӗнчи Культура çуртӗнче районти библиотекарьсем хушшинче сăвă калакансен конкурсӗ иртет. Апрелӗн 26-мӗшӗнче Рункăри Культура çуртӗнче И.Я.Яковлев произведенийӗсем тăрăх викторина иртет. Апрелӗн 27-мӗшӗнче Атаври Культура çуртӗнче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» ача-пăча пултарулăхӗн конкурсӗ иртет. Апрелӗн 28-мӗшӗнчи культура программи анлă. Çак кун Пăва районӗнчи Кипеккассинче йăла-йӗркесен фестивалӗ иртет. Кашни ял мӗнле те пулин йăла кăтартӗ. Рункă – Кӗр сăри, Кипеккасси – Туй, Мăкăр – Мăнкун, Кушкăпа Çӗнӗ Мертлӗ – Сурхури, Пӳркел – Салтака ăсатни, Элшел – Микула, Пăвари Культура аталанăвӗн центрӗ çумӗнчи «Туслăх» ансамбль Çӗнӗ çурт ӗçкине кăтартӗ, «Уяв» ансамбль – Тухья хывнине.
Апрелӗн 29-мӗшӗнче И.Я.Яковлева асăнса райцентрти «Çамрăксен паркӗнче» чăвашсен пӗтӗмлетӳ фестивалӗ иртет.
Нет комментариев