Пăва районӗнчи Кипеккассинче Учӳк ирттерчӗç
Вырсарникун, июнӗн 28-мӗшӗнче, Пăва районӗнчи Кипеккассинче Учӳк ирттерчӗç. Мероприяти çак ялта пурăнакансем, районти Чăваш наципе культура автономийӗн пайташӗсем пӗрле тăрăшса йӗркеленипе çӳллӗ шайра иртрӗ. Уяв вăхăтӗнче çумӑр çуса тӑчӗ. Халӑх Çӳлти Турӑран ыйтса илнӗ çумӑр çунишӗн савӑнчӗ.

Пухăннисем пӗр-пӗрне алăран-алла тытса туслӑх юррисене юрларӗç. Вӑйӑ салансан сцена çине тӗрлӗ ялтан килнӗ фольклор ушкӑнӗсем пӗрин хыççăн тепри тухрӗç, юрӑ-кӗвӗ шӑранса кӑмӑлсене çӗклентерсех тăчӗ.

Тӗрлӗ кӗрперен тата çамрӑк така ашӗнчен хатӗрленӗ кăвайт çинчи хуранра пиçекен пӑттӑн тутлӑ шӑршийӗ сӑмсана кӑтӑкларӗ, кӑмрӑкпа вӗретекен сӑмаварсен трубинчен тӗтӗм йăсăрланчӗ.

Нимӗнле вӑйлӑ çумӑр та чӑрмантараймасть халӑха савӑнма. Уява хутшăнакансем çумӑрпа ан йӗпенччӗр тесе темиçе хӳшӗ-ӳпле туса хатӗрленӗ, апат пӗçернӗ çӗре те тӗрлӗ хӳтлӗхсем туса лартнă. Ӗлӗкрен килекен йăлана йӗркеллӗ ирттерсе ярас тесе тăрăшнă Кипеккассин ваттисем.

Уява илемлетме Чӑваш Ен юрӑçисем те килнӗччӗ. Вӗсем çумӑра пӑхмасӑрах сцена çинче халӑха савӑнтарчӗç.

Учӳк аван иртрӗ. Тыр-пул ӑнса пуласса хытă шанать халӑх. Çапла пултăрччӗ!

Анна Никонорова.
Пӑва районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев