Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăвари финишра чăвашсем пӗрремӗш

Пăва чăвашӗсем хытă чупаççӗ, «Тутарстан кросӗнче» малти вырăнсене йышăнчӗç.

Сентябрӗн 15-мӗшӗнче Тутарстан «Наци кросӗ – 2018» Пӗтӗм Раççейри чупу кунне активлă хутшăнчӗ. Хусанта кăна мар, кашни хула-районта. Пур çӗрте те «Тутарстан кросӗ» массăллă ăмăртусем иртрӗç. Калас пулать, йӗркелӳçӗсен пуçарăвӗ ăнчӗ, мероприятие халăх хапăлласах йышăнчӗ. Çав кун тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессири пин-пин çын старта тухрӗ. Пăвара та çаплах пулчӗ. Кунта ăмăртăва чăвашсем хастар хутшăнса малти вырăнсене йышăнчӗç. Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Владимир Ильин, ЧНКЦ пайташӗ, Пăвари мотор тăвакан заводăн инженерӗ Анатолий Князев, Рункă каччи, фитнес-инструктор Алексей Сунейкин хăйсен ӳсӗм категорийӗнче 1 тата 3-шер километр дистанцие чупрӗç. Районти профессионал спортсменсен хушшинче  Алексей Сунейкина çитекенни пулмарӗ, финиша пӗрремӗш чупса çитсе I вырăна тивӗçрӗ.

Районти 4-6-мӗш класс ачисен хушшинче те финиша чăваш ачи малтан чупса çитрӗ. Пăвари шкулсенчен пӗринче вӗренекен Никита Ильин  I вырăна çӗнсе илчӗ. Маттур! Асăнса хăварар, çак çамрăк спортсменăн 2018 çулта спортра çӗнсе илнӗ пӗрремӗш награди мар ку, кăçал июнӗн 1-мӗшӗнче Пăвара «Сувар» хаçат кубокӗшӗн иртнӗ районсен хушшинчи футбол турнирӗнче вăл финалта Чăваш Енри елчӗксен хапхине гол кӗртсе командăна çӗнтерӳ кӳчӗ. Турнир матчӗсенче палăрса ун чух  «Чи лайăх вылякан» ятарлă приза тивӗçнӗччӗ. 


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт