Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПАХА СПЕЦИАЛИСТСЕМ ХАМĂР ПАТРАХ ХАТӖРЛЕÇÇӖ

Тутарстанăн темиçе вузӗ искусствăлла интеллект облаçӗнче паха специалистсене хатӗрлекен аслă пӗлӳ паракан чи лайăх учрежденисен рейтингне лекнӗ.

Асăннă списока Иннополис университечӗ (В+), Хусанти федераллă университет (С++), Хусанти Туполев ячӗллӗ наукăпа тӗпчев техника университечӗ – КАИ (С++), Хусанти патшалăх энергетика университечӗ, Элметри патшалăх нефть институчӗ (D+) тата Хусанти Тимирясов ячӗллӗ инноваци университечӗ (D) кӗме тивӗçнӗ.  

Çак шутран тăватă аслă шкул хăйӗн кăтартăвӗсене лайăхлатнă. Пуринчен ытла – Иннополис университечӗ: çак вуза пӗтернисене ӗç сӗнекенсем кӗтсех тăрасси ӳснӗ, ИИ темипе онлайн курссем, minor-программăсем ӗçлеме пуçланă, çавăн пекех кунта бакалавриат пӗтернисем çак енӗпе çӗршыври чи лайăх магист­ратурăсене вӗренме кӗреççӗ. Хусанти федераллă университетăн кăтартăвӗсем те самай лайăхланнă: аслă шкул ертӳçисем преподавательсене квалификацине ӳстерме пулăшакан курссене вӗренме яраççӗ, ИИ облаçӗнче шкулсемпе тата ятарлă вăтам пӗлӳ паракан учрежденисемпе партнерла çыхăнусем йӗркелесе янă, ИИ енӗпе олимпиадăсем ирттереççӗ. 

Пурӗ асăннă рейтинга Раççейӗн 69 регионӗнчи 207 университет лекнӗ. Хакланă чухне çамрăк специалистсен вӗренсе пӗтерсе ӗçлеме пуçланă пӗрремӗш çулти ӗç укçин шайне те шута илнӗ. 

 

Страницăри материалсене Вера АЛЕКСАНДРОВА хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗксем ТР Раисӗн пресс-службин тата 

«Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев