П.Дементьев музейӗнче поэзие юратакансем пуçтарăннă
Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне халалласа П.В.Дементьев музейӗнче «Çурхи тумлам» поэзи сехечӗ иртрӗ. Ертсе пыракан çак уявăн историйӗпе паллаштарнă хыççăн Çӗнӗ Упири тӗп шкулта вăтам классенче вӗренекенсем сӗтел çинчи кӗнекесемпе паллашрӗç, хăйсене килӗшекен сӑвăсене сасӑпа вуларӗç.
Сӑвӑсем çурта çутипе янрарӗç… Сергей Есенин, Алексей Плещеев, Михаил Лермонтов, Афанасий Фет, Александр Блок, Федор Тютчев, Константин Иванов классиксем, хамăр ентеш Валентина Тарават çырнă йӗркесене итлеме кăмăллă пулчӗ. Сӑвăсене ачасем витӗмлӗн, интонаципе вуларӗç. Сăвăçсем амăшне хисеплени, юратупа шанчӑклӑх, Тӑван çӗршыв, çутçанталăка юратни çинчен сăвăсем шăрçаланă.



Çаплах поэзи сехетӗнче «Литература тӗнчинче» ăс-хакăл вăййи те ирттертӗмӗр. «Сӑвӑçсен биографийӗ» пайра авторсен пурнăçӗпе çыхăннă ӗç-пуçа тупмаллаччӗ; «Сӑвва аса ил» пайра тӑваттӑмӗш йӗркесен юлашки сӑмахӗсем тӑрӑх А.С.Пушкин хайлавне аса илмеллеччӗ; «Йӗркене çӗнет» пайра сӑмах йӗркине улӑштарса сӑвӑ йӗркисене çӗнетсе, хайлав ятне аса илмеллеччӗ; «Кам йӗркисем?» пайра сăвă йӗркисем хăш сӑвӑçăн пулнине тупса палăртмаллаччӗ; «Çунатлӑ пуплевсем» пайра паллă йӗркесене вуласа хайлав ятне тата унӑн жанрне аса илмелле пулчӗ. «Кам хăвăртрах?» конкурсра авторпа вăл çырнă произведение тупса палăртмаллаччӗ. Ачасем пур ӗçе те ăнăçлă пурнăçларӗç.
– Сирӗн хушӑра сӑвӑ çыракансем çук-и? – ыйту патăм ачасене.
– Çук, çырса пăхман, çырса пăхас кăмăл пур вара, – терӗç пӗр харӑссӑн.
Вӗсен хушшинчен те Валентина Тараватпа Георгий Тал-Мӑрса ентешсем пек паллӑ сӑвӑçсемпе драматургсем тухасса тем пекех шанас килет.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев