Пилӗк ачаран сахал мар ӳстерекен 27 çемьене тӳлевсӗр хваттер парӗç
Кăçал Тутарстанра ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программипе тунӑ çуртсенче 27 нумай ачаллă çемьене тӳлевсӗр хваттер пама палăртса хунă.
Хваттерсем пурӑнма хатӗр, вӗсенче юсав ӗçӗсене туса хӑтлӑх кӗртнӗ. Сантехникăна та, электроплита та, шыв тата электроэнерги счетчикӗсене те, пушар сигнализацийӗн датчикӗсене те – мӗн кирлине пӗтӗмпех вырнаçтарнă.
Каласа хăвармалла, Çемье çулталăкӗнче Патшалăх çурт-йӗр фончӗ Тутарстанри 28 нумай ачаллӑ çемьене тӳлевсӗр 48 хваттер панӑ.
Ачаллӑ çемьесен пурӑнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси – «Семья» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев