Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн хамăрăн Месси, вăл – Артем Дзюба

«Зенитăн» нападающийне Артем Дзюбана Хусанта футбол çăлтăрӗнчен Мессирен те ăшăрах кӗтсе илчӗç.

Августăн 13-мӗшӗнче Хусанти «Казань–Арена» стадионра Петербургри «Зенитпа» Хусанти «Рубин» вылярӗ. Ăнăçу хальхинче хусансен енче пулманни болельщиксене питех хумхантармарӗ  пулмалла. Пач урăхла, вӗсем  «Зенитăн» нападающийне Артем Дзюбана футбол çăлтăрӗнчен Мессирен те ăшăрах кӗтсе илчӗç. Тӗнче чемпионатӗнче палăрма ӗлкӗрнӗ футболистшăн хăйӗншӗн те ку кӗтменлӗх пулнине  пӗлтернӗ. Болельщиксем Артема Тӗнче чемпионатӗнче Раççей сборнăйӗ кăтартнă лайăх вăйăшăн тав тунă. Матч вӗçленсен те саланма васкаман вӗсем, форварда «Çуллашăн тав!» тесе харăссăн кăшкăрса ăсатнă. Çапла майпа мундиаль пире хамăрăн сборнăя хаклама, шанма вӗрентнисӗр пуçне пирӗн футболистсем легионерсенчен кая маррине, тен, вăйлăраххине те ӗнентерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт