ПОЭЗИ КӖТЕСӖ
Поэзи кӗтесӗ
Килӗшӳ кирлӗ
халь халăхра
Пӗр эрне те иртмест пытармасăр
Вăрçăра вилекен паттăра.
Вăрçине, типпине те пăхмасăр
Пухăнатпăр час-час уявра.
Халăхран укçа-тенкӗ пухатпăр
Пулăшма салтака, тăлăха.
Уявсем ирттеретпӗр, тăкатпăр –
Чакаратпăр, тăкса, пурлăха.
Вăрçăшу кунӗсем тăсăлаççӗ,
Вăраха кайрӗ вăл ытлашши.
Тăшмансем мирлешме шутламаççӗ…
Кирлӗрех пулăшу парасси.
Йывăр тапхăр чухне питӗ кирлӗ
Пӗр-пӗрне, çӗршыва пулăшни.
Кам аманнă, кам пӳртсӗр, кам чирлӗ,
Пулăшни – Аслă Турă хушни!
Памалли пулмасан эс параймăн,
Йăлăнса, пуççапса та ыйтсан.
Пурлăху пулмасан пулăшаймăн,
Чун-чӗрӳ пулăшмашкăн хушсан…
Сайрарах уявсем ирттересчӗ,
Ытлашши укçа çук çӗршывра.
Пуррине тӗрӗсрех валеçесчӗ –
Килӗшӳ кирлӗ халь халăхра…
Таврăн сывă, салтак
Таврăн сывă, салтак – хӳтӗлевçӗ,
Таврăн сывă киле аякран.
Питӗ кирлӗ пире кунта эсӗ –
Таврăнсамччӗ часрах вăрçăран!
Кашни кун кӗлтăватпăр, ыйтатпăр,
Пуççапса, çуртасем çутатса.
«Упрасамччӗ!» – тесе йăлăнатпăр
Туррăма, мухтаса та шанса!
Юрататпăр, тăванăм, кӗтетпӗр –
Кунӗн-çӗрӗн кӗтетпӗр сана.
Кӗлтăватпăр Турра, ӗненетпӗр –
Таврăнан, аркатса тăшмана!
Андриян ГРИГОРЬЕВ.
Нурлат.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев