Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Православи тӗнне ӗненекенсем çитес тунтикун Кăшарние паллă тăваççӗ

Кăшарни халăх календарӗнчи хӗллехи тӗп уявсенчен пӗри. Ăна январӗн 19-мӗшӗнче паллă тăваççӗ. Кăшарни умӗн Сурхури тапхăрӗ вӗçленет.

Кăшарние Турра ӗненекенсем ун умӗнхи кун типӗ тытса, çырма-кӳлӗре каснă вакăра шыва кӗрсе кӗтсе илеççӗ. Светить тунă шыва киле илсе килеççӗ. 

Çак уявпа çыхăннă сăнавсем те нумай халăхăн. Мӗн тума юрать, мӗн тума юрамасть-ха Кăшарнире, мӗне тимлӗх уйăрмалла – паллаштаратпăр.

• Кăшарни кун шартлама сивӗ-тӗк – хӗл вăраха тăсăлать. 

• Тăман тухрӗ пулсан – хӗл вӗç­лениччен вăл пӗрре мар пулӗ. 

• Уяр, пӗлӗтсӗр çанталăк тăни çулла шăрăх пуласса сис­терет. 

• Çил вӗрмесӗр юр çăвать – эппин çуркунне ир килет. 

• Кăшарни тӗлне юр нумай-тăк – тырпул кăçал ăнса пулать. 

• Кăшарнире светить ту­нă шыва çулталăк тăрш­шӗпех упрамалла. Ăна ӗçме те юрать, кил-çурта, çынсене, выльăх-чӗрлӗхе пӗрӗхме те усă курмалла. Кăшарни шывӗ сыв­лăхшăн усăллă, инкек-синкек­рен сыхлать, кил-çурта упрать. 

• Алăксемпе чӳречесен рамисем çине пурăпа хӗрессем çырса тухмалла – çапла туни кил-çурта инкек-синкекрен сыхлать. 

• Вакăри шыва светить тунă çӗре хутшăнмалла. Май пулсан, сывлăх çирӗп-тӗк, унта шыва кӗме тăрăшмалла. Анчах та хатӗрленмесӗр, ячӗшӗн мар. 

• Кăшарни кун вăрçăнма, тавлашма, çынна усал сунма юрамасть. 

• Кăшарни хыççăн кил-çурт­ри çӗнӗ çул эрешӗсене, ёлкăна, Сурхуринче усă курнă япаласене пуçтарса хумалла. 

Кăшарни ячӗпе, хисеплӗ вулаканăмăрсем! (Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество