Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Профессионалсем» чемпионат малашне çулсерен иртет

Пӗрремӗш турнирăн финалӗ Санкт–Петербургра, иккӗмӗшӗн Чулхулара иртет. Çӗнтерӳçсене I вырăншăн — 300, II — 200, III вырăншăн 100 пиншер тенкӗ укçа параççӗ.

 Çӳллӗ технологисен сферинче профессилле ăсталăх енӗпе иртекен «Профессионалсем» чемпионат малашне çулсерен иртет. Мартăн 3-мӗшӗнче Раççей Правительстви çапла йышăннă, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби.

Аса илтеретпӗр, çӳллӗ технологисен «Профессионалсем» чемпионачӗ çӗршывра пӗрремӗш хут 2023 çулта иртнӗ. Тӗллевӗ — ӗç профессийӗсен сумне ӳстересси, çамрăксене çак специальноçсемпе интереслентересси, хальхи производство çине тимлӗх уйăрасси. Ăмăртăва çулсерен ирттерме тата пултарулăхпа палăрнă çамрăксене преми парса хавхалантарма РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗр сентябрь уйăхӗнче Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче пӗлтернӗ.

 Февралӗн 29-мӗшӗнче Федераллă Пухăва Чӗнӳпе тухсан çӗршывра «Кадрсем» наци проекчӗ хута каяссине каларӗ. Проектăн тӗллевӗ — квалификациллӗ специалистсем çитменнине пӗтересси, çамрăк ăстасене эффективлăрах хатӗрлесси. Программăна 2024 çул вӗçлениччен йышăнӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество