Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пулас салтаксем ăмăртрӗç

Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче вăтам классенче вӗренекенсем П.В.Дементьев музейӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне халалланӑ «Салтаксем – хăюллă ачасем» конкурспа вӑйӑ программине хутшăнчӗç.

Ачасем пире хӑйсен ӑсне, вӑйне, тӳсӗмлӗхне, дисциплинӑлӑхне, тавçӑрулӑхне кӑтартрӗç – арçын кирек хӑш самантра та хӑйӗн Тӑван çӗршывне хӳтӗлеме пултаракан чӑн-чӑн салтак пулма тивӗçлӗ.

Малтан арçын ачасем командăсен ятне, командирне, девизне палăртрӗç, унтан çар пӗлӗвӗпе çыхăннă ыйтусенче тавçӑруллӑ та ӑслӑ пулнине кӑтартса пачӗç. «Каçӑ», «Шурлӑх урлӑ каç», «Разведчиксем», «Моряксем», «Паттӑр вӑй», «Çыхăнуçăсем», «Ворошилов стрелокӗ», «Çар апачӗ» конкурссенче тупӑшрӗç.

Вӑйӑ командăпа вӗрен туртнипе вӗçленчӗ. «42 бригада» команда, «Упи Паттӑртан» иртсе, çӗнтерчӗ. 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: школа День защитника Отечества защитник