Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пултаруллӑ çамрӑксем валли тӳлевсӗр вӗрентӳ программи ĕçлеме пуçларĕ

Хусанта RE’ACTOR арт-резиденцийĕ тӳлевсӗр вӗрентӳ программине хута янине пĕлтернĕ. Унта хутшӑнма Хусантан, Мускавран, Санкт-Петербургран тата Раççейри ытти 20 хуларан 300 ытла заявка килнĕ.

Хутшӑнакансене тӑватӑ пултарулӑх лабораторийӗ кӗтет: «Документальное кино», «Предметный дизайн», «Современное искусство» тата «Искусство перформанса». Вĕсене опытлӑ наставниксем ертсе пырĕç,  унта онлайн е офлайн форматпа хутшăнма май пулать.

«Документальное кино» тата «Искусство перформанса» лабораторийĕсем Хусанта офлайн-форматпа иртеççĕ. Заявкӑсем ытти хуласенчи ачасенчен те килнĕ. Вӗсем Хусана çу каçма килме хатӗр. Çамрӑк креаторсене пултарулӑх аталанӑвӗ питĕ кӑсӑклӑ, эпир вара вӗсене çӗнӗ пӗлӳпе опыт парнелĕпĕр», – каласа хăварнă RE’ACTOR резиденцин ертӳçи Кадрия Бугрова.

Программӑна виçӗ тапхӑра пайланӑ: июль уйӑхӗнче вӗрентӳ модулӗ иртет, ку вăхăтра резидентсене суйласа илеççӗ; август уйӑхӗнче пултарулӑх глэмпингӗнче практика модулӗ пулать; сентябрь-октябрь уйӑхӗсенче фестиваль мероприятийӗсем иртĕç, унта креаторсем хӑйсен проекчӗсене презентацилеççӗ.

Тӑватӑ лаборатори ӗçӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх документлӑ фильм ӳкерӗç, хальхи искусствӑн куравне йӗркелӗç, интерьер япалисене хатӗрлĕç, перформанссем лартӗç. Хатӗр ӗçсене Пӗтӗм Раççейри «Город-RE’ACTOR» креативлӑ индустрисен фестивалӗнче сентябрь уйӑхӗнче курма пулать.

Арт-резиденцирен пулӑшу программи «Регион для молодёжи» программӑн мероприятийӗсенчен пӗри шутланать, вӑл «Образование» наци проекчӗн шайӗнче Росмолодежь тата ТР Çамрӑксен ӗçӗсен министерстви пулӑшнипе пурнӑçланать.

Наци проекчӗсем Раççейре 2019 çултанпа Владимир Путин Президент указӗпе пурнӑçланаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь