Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пурăннă пулсан 60 çул тултармаллаччӗ

Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ Олег Николаевич Мустаев 1965 çулта раштавăн 4-мӗшӗнче Елчӗк районне кӗрекен Çӗнӗ Эйпеç ялӗнче çуралнă. Лаш-Таяпари вăтам шкула пӗтерсен Н.И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче вӗреннӗ. Студент çулӗсенче спортпа туслашнă, 1988 çулта вăл çăмăл атлетикăпа СССР спорт мастерӗ пулса тăрать.

1989 çулта Олег Мустаева Ульяновск облаçӗн телерадио комитетне «Еткер» телепередачăна ертсе пыма йыхравлаççӗ. Çав передачăсенче вăл тăван чӗлхе аталанăвне, чăвашсен культурине, халăх йăли-йӗркине пысăк тимлӗх уйăратчӗ. Çак вăхăтранпа Олег Мустаев Чӗмпӗр чăвашӗсен общество ӗçне хастар хутшăнма тытăнать.  Ульяновск облаçӗнчи «Волга» ПТРК-ри наци программисен тӗп редакторӗ пулнă май, Олег Мустаев чăваш культурине пропагандăлас, халăхсем хушшинче килӗшӳ пултăр тесе нумай ӗç турӗ. Вăл Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ тата Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.  

2022 çулхи мартăн 14-мӗшӗнче  Олег  Мустаевăн чӗри тапма чарăнчӗ. 

Унăн тăван халăх умӗнче тунă тава тивӗçлӗ ӗçӗсене хисеплесе пӗтерме çук. Нумай çыншăн Олег Мустаев чăвашлăха аталантарас ӗçри чӗрӗ тӗслӗх пулчӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши России Мустаев