Пурăннă пулсан Николай Сорокин 85 çул тултармаллаччӗ...
2021 çул, июлӗн 5-мӗшӗ... Юбилейччен тепӗр 3 кун юлнă. Çак паллă кунччен эпир Николай Михайловичпа пӗрре мар тӗл пулса калаçрăмăр. Юбилей уявне ирттерессине сӳтсе яватпăр-çке. Яваплăхӗ пысăк. Николай Михайлович мӗнпур тăванӗсене, юлташӗсене, ӗлӗк пӗрле ӗçленисене пуçтарасшăн. 80 çул сахал мар вӗт. Яваплă ӗçре ӗçленӗскерӗн пӗлӗшӗсемпе юлташӗсем пит нумай. Тивӗçлӗ канăва тухсан литература ӗçне пуçӗпе путнăскер çыравçăсене те чӗнесшӗн.
Сăмахăм «Сувар» хаçата никӗслекенсенчен пӗрин – Н.М. Сорокин пирки. Республика ертӳçисем хаçата уçма йышăну тусан редактор пулма та ăнах сӗннӗ. Анчах ТАССра ӗçлекенскер тӳрех килӗшмен. Хаçатăн пӗрремӗш редакторӗ Владимир Данилов сарăмсăр вилсе кайсан хаçат тилхепине хăйнех тытма тивет. Çапла 5 çул республикăри чăваш хаçатне ертсе пырса ăна ура çине тăратать, редакци йышне калăплать. Эпир те, КГПУ студенчӗсем, виççӗн тан – К. Малышев, Е. Крылова (халӗ Петрова, Елчӗкри район хаçатне ертсе пырать) тата эпӗ, вăл чӗннипе редакцие килтӗмӗр. Николай Михайлович пире журналистикăра пӗрремӗш утăмсем тума пулăшрӗ. Эпир, унăн вӗренекенӗсем, кашни хăй вăхăтӗнче хаçата ертсе пынинче унăн тӳпи пысăк. Пысăк тав вӗрентекенӗмӗре.
Юлашки çулсенче Николай Михайлович Тутарстанри чăваш çыравçисен пӗрлӗхне ертсе пычӗ. Ăна аталантарассипе шухăшӗсемпе ӗмӗчӗсем пысăкчӗ. Редакцие час-час çӳреме пуçларӗ. Кӗнекисене кустăрмаллă сумкăпа нумай илсе килетчӗ. Алăк ерипен уçăлатчӗ те шурă кăтра пуç курăнса каятчӗ. Вара пурне те пăхса çаврăнса йăл кулатчӗ. Халӗ те аса илсен кӗрсе тăрассăн туйăнать.
... Шухăшăмпа каллех çав куна çаврăнса çитетӗп.
Виçӗ кун юлнăччӗ юбилейччен. 80 çуллăхне унăн тăван çӗрӗнче – Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăра литература каçӗ ирттерсе анлăн палăртма шутласа тăраттăмăр... Июлӗн 8-мӗшӗ... Пулаймарӗ... Ун вырăнне эпир – унăн çемйи, ачисемпе çывăх тăванӗсем, юлташӗсем, ӗçтешӗсем, Тутарстанри чăваш поэчӗсемпе писателӗсем ăна юлашки çула ăсатрăмăр. Çапла вăл пире юбилей кӗрекинче мар çăва çинче пуçтарчӗ...
Николай Михайловича тăван ялӗнчи масарта пытартăмăр.... Хăй каласа хăварнă пек. Пирӗнпе командировкăсене пыратчӗ хăш чух. Тем çинчен те калаçаттăмăр, вилӗм пирки те хускататчӗ хăш чух. «Эсир мана пытарма пырăр вара, Аслă Ăнăра пытарччăр мана, тăван ялтах выртас килет», – тетчӗ вăл калаçăва шӳте куçарма тăрăшса. Шутламанччӗ вăл çапла кӗтмен çӗртен пиртен уйрăлса каясса – тумалли ӗçӗсем пурччӗ-ха унăн, ӗмӗчӗсем те пысăкчӗ... Редакцилесе пӗр кӗнекепе тухнă «Вечная Волга» романне те аллине тытса кураймарӗ, тăван ачисем вӗçлерӗç ку ӗçе...
Лăпкă çывăр, хаклă Николай Михайлович...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев