Пушăн 3-мӗшӗ – шӗпшӗл кайăкӗн кунӗ
Халăх календарӗ
◊ Нарăсăн 27-мӗшӗ – Кирилл. Çак кун çанталăк лăпкă та уяр-тăк – сивӗтессе.
◊ Нарăсăн 28-мӗшӗ – Онисим. «Онисим кунӗнче хӗлӗн те мăйраки катăлать». Тумла пăрӗсем тем тăршшӗ çакăнса тăраççӗ пулсан – çуркунне вăрăма тăсăлать.
◊ Пушăн 1-мӗшӗ – Ярила. Çуркуннен пӗрремӗш кунӗ. Анчах та пирвайхи кунранах ăшăтса янине шанмалла мар-мӗн.
◊ Пушăн 2-мӗшӗ – Федор тата Мариамна. Çак кунхи çанталăк çулла мӗнле пулассине кăтартать теççӗ. Каçхи тӳпери йăлтăркка уйăх – тырă ăнса пуласса; çумăр çуни – йӗтӗн аван çитӗнессе.
◊ Пушăн 3-мӗшӗ – шӗпшӗл (овсянка) кайăкӗн кунӗ. Çак кун тӗлне шӗпшӗл вӗçсе килнӗ-тӗк – кӗçех çанталăк ăшăтать. Ку вăхăтра çанталăк ултавлă-ха: «Çӳлтен юхать, аялта пăрланать», – тенӗ сăнавçăсем.
◊ Пушăн 4-мӗшӗ – Архип тата Филимон. Вăрманта шурă мулкача тӗл пулсан – юр тата та çăвать-ха; сăрă мулкача курни вара ăшăтиччен вăрах кӗтмелле мар.
◊ Пушăн 5-мӗшӗ – Лев Катанский, Катыш. Çак кун юлашки хут сăрт çинчен çунашкапа ярăннă. Каçхине тӳпенелле пăхмалла мар: ӳкекен çăлтăр курсан – ырра мар.
Светлана Колесникова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев