Пушкăртстанри чăваш гимназийӗнче Ухсай Яккăвӗн сăввисене вуланă
Пушкăрт Республикинчи Пелепей хулинчи чăваш гимназийӗнче республика шайĕнчи «Янăравлă чӗрӗ сăмах» конкурсăн черетлĕ зонăри тапхăрĕ иртнӗ. Кун пирки «Урал сасси» хаçат пӗлтерет.
Конкурса чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă. Унта Пишпÿлек, Ермеккей, Пелепей районĕсенчи 18 вĕренекен хутшăннă. Сăвă вулакансем Ухсай Яккăвӗн тĕрлĕ çулсенче çырнă хайлавĕсене вуланă.
Жюри пайташӗсем хутшăнакансенчен саккăрăшне суйласа илнӗ. Вӗсем март уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче иртекен республика шайĕнчи конкурса хутшăнӗç. Çӗнтерӳçӗсем чăваш гимназийĕнче, Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç, Ермеккей районĕнчи Янăшма, Пишпÿлек салинчи 1№ тата çак тăрăхри Хушăлка шкулĕсенче вĕренеççӗ.
Ăмăрту умĕн пухăннисем гимназистсем хатӗрленӗ концерта пăхнă, Яков Гаврилович пурнăçĕпе пултарулăхӗпе паллашнă.
«Урал сасси» хаçатăн сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев