Пӑва районӗнчи Пӳркел ялӗнчи библиотекăра пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Иван Юркин çыравçӑн çуралнӑ кунне паллӑ турӗç
Анатолий Малышев çыравçă шкул ачисене паллă ентешӗмӗрӗн кун-çулӗ пирки каласа пачӗ.
Хамăр ялта çуралса ӳснӗ чӑвашсен пӗрремӗш профессиллӗ çыравçи, историк, этнограф, тăватă наука обществин пайташӗ 163 çул тултарнӑ ятпа литература каçӗ ирттертӗмӗр. Унта ялти таврапӗлӳçӗ, çыравçӑ, Пӳркелӗнчи И.Н.Юркин музейӗн директорӗ Анатолий Меркурьевич Малышев тата Пӳркелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта 6-7-мӗш классенче вӗренекен ачасем хутшӑнчӗç.

Анатолий Меркурьевич ачасене Иван Николаевичӑн ачалӑхӗ, кун-çулӗ, пултарулăхӗ çинчен тӗплӗн каласа пачӗ, сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарчӗ. Шур сухаллă çыравçа шкул ачисем нумай ыйту пачӗç. Мероприяти вӗçӗнче пурте пӗрле асӑнмалӑх сăн ӳкерӗнчӗç.
Елена ХЛЫНОВА.
Пăва районӗ,
Пӳркел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев