Пӑва районӗнчи Чӑваш центрӗ чаплӑ Чӑрӑш уявӗ ирттернӗ
Чӑвашла сӑвӑсем вӗренсе килнӗ ачасем килӗсене чӑваш центрӗн пылак парнисене илсе таврӑннӑ
Ачасен Ҫӗнӗ ҫул уявне кунти чӑвашсем пур районтан чаплӑрах хатӗрленеҫҫӗ. Чӑваш ялӗсенче лайӑх вӗренекенсене, олимпиадӑсенче мала тухнисене, чӑвашла конкурссемпе фестивальсенче ҫӗниернисене суйласа илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш центрӗн ӗҫне хастар хутшӑнакан ҫынсен ачи-мӑнукӗсем те хутшӑнаҫҫӗ пӑвасен Чӑрӑш уявне.
Кӑҫал Владимир Ильин ертсе пыракан центр уява Шупашкарти театр актерӗсене те чӗнме хал ҫитернӗ. Малтан ачасене спектакль кӑтартнӑ, унтан бал-маскарад ирттернӗ.
Чӑвашла сӑвӑсем вӗренсе килнӗ ачасем килӗсене чӑваш центрӗн пылак парнисене илсе таврӑннӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев