Ҫӗр пин тенкӗлӗх икҫӗр преми
Ҫапларах парнесем кӗтеҫҫӗ кӑҫалхи вырмара мала тухакан комбайнерсене
Тутарстанра комбайнерсен хушшинчи конкурс тапранать. Вӗсем ТР Президенчӗн парнисемшӗн тупӑшасси ҫинчен пӗлтернӗ ӗнер республикӑри ял хуҫалӑх министрӗ Марат Зяббаров Правительство Ҫуртӗнчи канашлура.
"Вырма конвеерӗн мӗн пур тапхӑрӗсенчи пысӑк ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ҫӗрӗҫченӗсене хавхалантарас стимулсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курнинчен килет",– тенӗ Зяббаров. Вӑл муниципаллӑ районсен ертӳҫисене комбайнерсен ӗҫ кӑтартӑвӗсене объективлӑ хисеплесе пыма, даннӑйсене Ял хуҫалӑх министерствине вӑхӑтлӑ парса пыма ыйтнӑ.
Марат Зяббаров пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн приз фончӗ пӗчӗк мар: 100 пин тенкӗлӗх 200 преми.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев