Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Раççей — Ислам тӗнчи» KazanForum» халăхсен хушшинчи экономика форумӗ кăçал 15-мӗш хут иртет

Майăн 14-19-мӗшӗсенче иртекен экономика форумне паяна 80 çӗршывран пурӗ 11 пине яхăн çын регистрациленнӗ. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗпе, йышлă делегацисемпе килекеннисен шутче кăçал Чăваш Ен те кӗнӗ.

Тутарстан Республикин экономика аталанăвӗшӗн стратегилле пӗлтерӗшлӗ пысăк пулăм асăннă форум. Ун площадкинче çӗнӗ партнерсемпе инвесторсем тупăнаççӗ, ӗçлӗ килӗшӳсем йӗркеленеççӗ тата ытти те. Майăн 14-19-мӗшӗсенче иртекен экономика форумне паяна 80 çӗршывран пурӗ 11 пине яхăн çын регистрациленнӗ. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина пӗлтерчӗ. 
Журналистсемпе тӗлпулăва ТР Премьер-министр çумӗ — экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов, ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров, промышленноçпа суту-илӳ министрӗн пӗрремӗш çумӗ Родион Карпов хутшăнчӗç. 

Талия Минуллина сăмахӗпе, цифра улшăнма та пултарать. «Паллах, ку юлашки кăтарту мар, куллен заявкăсем килсе тăраççӗ. Регистраци майăн 6-мӗшӗччен пынине шута илсен, цифра самай улшăнма пултарать», — терӗ агентство ертӳçи. 

Сăмах май, Хусанта иртекен форума федераллă статуспа тивӗçтериччен хутшăнакансен шучӗ 7 пине яхăн пуçтарăнатчӗ. 
Талия Минуллина пӗлтернӗ тăрăх, пысăк делегацисем Египет, Индонези, Казахстан, Ливи, Малайзи, Сауд Аравийӗ, Сенегал, Туркменистан, Узбекистан çӗршывӗсенчен пуçтарăнса килмелле. Раççей регионӗсенчен 80-шӗ хутшăнма палăртса хунă, кӳршӗллӗ регионсенчен чи йышлă делегаци Чăваш Республикинчен пулассине пӗлтерчӗ спикер. 

Хаклă хăнасенчен Кăркăсстанăн Министрсен Кабинечӗн Председательне Акылбек Жапарова, туркмен халăхӗн наци лидерне Гурбангулы Бердымухамедова, Туркменистанăн Министрсен Кабинечӗн председателӗн çумне, ют çӗршывсен ӗçӗсен министрне Рашид Мередова, Кувейтăн нефть министрне Имад Аль-Атикине, Узбекистанăн Ӗçлӗх тата чухăнлăха пӗтерессипе министерствăн пуçлăхне Бехзода Мусаева, Афганистанăн промышленноçпа суту-илӳ министрне Нуриддин Азизине, Афганистанăн транспортпа граждан авиацийӗн министрне Хамидулла Ахундзада Саедана, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсен экономика министрӗн çумне Абдулла Алсалеха, Катарăн патша çемьин пайташне Мохамед Нассен Аль-Маликине кӗтеççӗ. 

Журналистсене кăçалхи форума РФ Правительство Председателӗ Михаил Мишустин килесси интереслентерчӗ. Талия Минуллина сăмахӗпе, ку хальлӗхе паллă мар, килес пулсан та форумччен 1-2 кун маларах çеç паллă пулӗ. Раççей делегацийӗн ертӳçи шутӗнче Марат Хуснуллин килесси вара халех паллă. 
Ӗçлӗ сессисем, куравсем, ăмăртусем

Калас пулать, кăçалхи экономика форумӗ юбилейлă — 15-мӗш хут иртет вăл. Çавна май ӗç программине чылай çӗнӗлӗх кӗртнӗ. Çавсенчен пӗри — çӗршывсен правительствисен хушшинчи комиссисен ларăвӗ. 

Ӗç программин тӗп мероприятийӗсен шутне халяль продукцийӗн халăхсен хушшинчи суту-илӳ ярмарки, Russia Halal Expo экономикăпа тата наукăпа технологисен хутшăнăвӗсен халăхсен хушшинчи курав, куçман пурлăх куравӗ, «Раççей — ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнӗн ларăвӗ, ЮНЕСКО ларăвӗ, майăн 17-мӗшӗнче иртекен пленарлă лару, ӗçлӗ сессисем (пурӗ 125-е яхăн), суту-илӳпе экономика тата наукăпа технологи хутшăнăвӗсемпе Раççейпе Кувейт правительствисен хушшинчи комиссин 7-мӗш ларăвӗ кӗнӗ. Пӗлтерӗшлӗ мероприятисен шутӗнче тӗн деятелӗсен Пӗтӗм Раççейри XIV форумне палăртмалла. 

Паллă тутар кулинарӗн Юнус Ахметзянов ячӗллӗ çамрăк поварсен халăхсен хушшинчи турнирӗ вара чи юратнă, кӗтнӗ пулăмсенчен пӗри. Хусансем унта хаваспах çӳреççӗ. Modest Fashon Day мода фестивалӗ вара культура программин чи пысăк мероприятийӗсенчен пӗри, ăна юратакансен шучӗ çулран-çул йышланса пырать. Ислам модипе ӗçлекен паллă дизайнерсен тум коллекцийӗсемпе майăн 18-мӗшӗнче «Корстон» хăна çурчӗпе суту-илӳ тата кану комплексӗнче паллашма пулать. 

Культура программисем çинчен калас пулсан унта 30 ытла мероприяти кӗнӗ: хула театрӗсенчи спектакльсем, Хусан Кремлӗнчи «Хазинэ», Йышăну вырăнӗсенчи (Присутственные места), Хальхи искусство галерейинчи куравсем, ЮНЕСКО объекчӗсем — Аслă Пăлхарпа Свияжск утрав-хула тăрăх экскурсисем. Хăнасене кичем пулмӗ. 

Унсăр пуçне спорт мероприятийӗсем те пулаççӗ. Ислам çӗршывӗсен пăр курман командисем хоккей вылянине пăхма кăсăк пулӗ ӗнтӗ.
Экономика кăтартăвӗсем ӳснӗ 

KazanForum экономика форумӗн ӗç программин тӗп темине «Доверие и сотрудничество» тесе палăртнă хальхинче. Пăхса тухма лартнă ыйтусемпе темăсем йышлă: халăхсен хушшинчи хутшăнусем, туризм, бизнес, наукăпа технологисем, ислам финансӗпе инвестицисем, спорт, халяль индустрийӗ тата ытти те. Ӗçлӗ сессисене Раççей тата ют çӗршывсен эксперчӗсем хутшăнасси паллă. 

Мидхат Шагиахметов палăртнă тăрăх, Хусанти экономика форумӗ Тутарстан аталанăвне пысăк тӳпе кӗртет. Ислам хутшăнăвӗсен организацийӗн çӗршывӗсемпе Тутарстан хушшинчи тавар çаврăнăшӗ палăрмаллах ӳснӗ. 2023 çулта вăл 5,5 миллиард долларпа танлашнă. Кăçалхи форумра республика икӗ ИТ-продуктпа паллаштарма хатӗрленет. «Эпир предпринимательсем валли ислам финансӗсен нормисемпе электронлă суту-илӳ площадкине хăтлама шутлатпăр. Тепри вăл — ислам информаци порталӗ. Унта информаципе вӗрентӳ программисене, рынок участникӗсен финанс сӗнӗвӗсене тупма тата завяка хăварма май пулать», — терӗ экономика министрӗ. 

Ислам информаци порталӗнче рынок участникӗсен банк продукчӗсемпе паллашнисӗр пуçне вӗсене илме те пулать. Министр пӗлтернӗ тăрăх, шариат нормисемпе хваттер туянасси таранах пулăшу илме пулать çак порталта. Вăл çынна хăйех тивӗçтерекен банка тупса парать. 

Чăваш Енӗн халяль апачӗпе те паллашăпăр

Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерстви «Раççей — Ислам тӗнчи» KazanForum халăхсен хушшинчи экономика форумӗнче «Kazan-Halal Market» халăхсен хушшинчи ярмарка ирттерет. Вăл майăн 14-19-мӗшӗсенче «Казань» агропромпаркра пулать. Халяль продукцийӗн куравӗ иккӗмӗш хутчен иртет. Марат Зяббаров сăмахӗпе, ярмаркăра 400 ытла компанин апат-çимӗçӗпе паллашма май пулать. Хамăр çӗршыврисемсӗр пуçне Иран, Сенегал, Турци, Афганистан апат-çимӗçне тутанса пăхма пулӗ. Пӗтӗмпе 4500 яхăн тӗрлӗ апат-çимӗç. Пӗлтӗр халяль продукцине 20 миллион тенкӗлӗх сутнă пулнă, 40 пин ытла çын ярмарккăна çитсе курнă, хусансемсӗр пуçне Раççейӗн — 16, ют çӗршывсен 14 делегацийӗ килсе курнă.

«Кăçалхи ярмаркăна хатӗрленнӗ май унта хутшăнма чӗнсе тӗрлӗ çӗршывсене 250 ытла йыхрав ятăмăр. Паяна пирӗн списокра 72 компани шутланать, вӗсем хутшăнма кăмăл турӗç. Çак шутран 36 компани Раççейӗн 10 регионӗнчен. Вӗсен шутне Тутарстансăр пуçне Пушкăртстан, Мордови республикисем, Киров, Омск, Пенза, Чулхула, Оренбург облаçӗсем тата Пермь тăрăхӗ. Çакăн пек пысăк мероприятие Чăваш Республики те активлă хутшăнни паллах савăнтарать. Кăçал Чăваш Енре халяль продукцийӗпе ӗçлекен компанисем те килме кăмăл тунă, ку вӗсене тӗнче рынокне тухма, ислам çӗршывӗсене хăйсен продукцийӗпе интереслентерме май парать. 

Уйрăммăн министр Ислам çӗршывӗсен поварӗсен Ю. Ахметзянов ячӗллӗ халăхсен хушшинчи турнирӗ çинче чарăнчӗ. Ун сăмахӗпе экономика форумӗн чи интереслӗ пулăмӗсенчен пӗри пулӗ вăл. Поварсен ăмăртăвне кашни кăмăл тăвакан килсе курма пултарать. Кăçалхи турнира Хусан, Мускав хулисен, Малайзи, Иран, Турци, Узбекистан, Марокко, Азербайджан, Кăркăсстан, Казахстан, Египет, Сенегал, Тунис çӗршывӗсенчен килнӗ шеф-поварсем хутшăнмалла. Унсăр пуçне майăн 16-17-мӗшӗсенче хула ресторанӗсем пӗр кунлăха ытти нацисен тӗпелне çаврăнӗç. «Татарская усадьба» ресторанта Азербайджан апачӗпе, «Гусь» ресторанта — Алжир, «Чиремре» Иран апат-çимӗçне тутанма пулӗ. 
Ирина ТРИФОНОВА. 
Сăнӳкерчӗк prav. tatarstan. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика